Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХУРА КĔРКУННЕ ТЕ КАНĂÇ ÇУК

«Восход» кооператив уй-хир ĕçĕсене районта малтисен шутĕнче вĕçлерĕ. Халĕ канмалла кăна пек ĕнтĕ, анчах хресченшĕн хăçан та пулин канăç пур-ши; --Хуçалăхра пĕр трактор та ĕçлемесĕр лармасть6 – пĕлтерчĕ коопертив председателĕ В.Ф.Захаров. - çĕртме сухи тăватпăр, хире тислĕк кăларатпăр. «Тислĕк -- çĕр çăкăрĕ», - теççĕ ваттисем. Чаткассем çакна лайăх ăнланаççĕ. Кăçалхи çуркунне хире 5 пин тонна тислĕк турттарнăччĕ Пулсан, кĕркунне тата 10 пин тоннăран кая мар кăларасшăн. Пилĕк трактор турттарать тислĕке, Н.Ильин, П.Новый, Н.Степанов, А.Бакланов тата В.Псаров механизаторсем хăйсене шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан прунăçлаççĕ. Тислĕке трактор тележкисем çине тиесе тăнă çĕрте В.пименовпа В.Воробьев механизаторсем тăрăшуллă. Органикăлла удобрени хывнă уйра килес çул çĕр улми çитĕнтересшĕн. Çĕнĕ сортсемпе ĕçлекен хуçалăхăн япăх тухăç илме юрамасть, çавăнпа та çĕр пулăхне те ỹстерсех пымалла. Çĕртме сухи тунă çĕрте те кунсерен 5-6 трактор ĕçлет. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен ыйтăвĕ Хуçалăхшăн çивĕч тăмасть, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутса солярка туянаççĕ. Хуçалăх правленийĕ тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене пĕтĕмпех пĕрремĕшпе иккĕмĕш классене çитерме тĕллев лартнă. Хальхи ăхăтра, Н.Угарин ертсе пынипе, ултă çынран тăракан звено урпа вăрлăхне сортлать. Хĕл лариччен кĕлетсенче паха вăрлăх çеç пулĕ. Ытти ĕçсем те нумай хуçалăхра: витесене юсамашкăн вăрман касса турттараççĕ, техникăна хĕл валли упрама лартаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кĕркуннехи йĕпе-сапара та продукци илессине чакарсшăн мар.


26 октября 2002
00:00
Поделиться