ХАЛĂХ СЫВЛĂХĔ ПИРКИ ШУТЛАССИ – РУКОВОДИТЕЛЬ ТИВĔÇĔ
Раççей халăхĕн санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тĕлĕшпе патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна «халăхăн санитарипе эпидемиологи ăнăçлăхĕ çинчен» Федераллă саккун та (1999 çул), Раççей Федерацийĕн тĕп санитари врачĕ çирĕплетнĕ «Санитари правилисене пăхăннине тата санитарипе эпидемиологи мероприятийĕсене пурнăçланине тĕрĕслесси» санитарипе правилисен положенийĕсем те лайăх кăтартса параççĕ.
Шел пулин те, районти апат-çимĕçпе çыхăннă предприятийĕсемпе организацийĕсем тата уйрăм предпринимательсем документсенчи санитари правилисене пĕтĕмпех пурнăçламан тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Ку, паллах, халăх сывлăхне сиенлесси патне те илсе пыма пултарать.
Районти санэпиднадзор центрĕпе ятарлă договор çырса хатĕрлени питĕ вырăнлă. Эпир, специалистсем кун пек чухне апат-çимĕçĕн, шывăн тата ыттин пахалăхне хамăрăн лабораторире тĕрĕслетпĕр, сиенлĕ Хутăшсем палăрсанах тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр. Кунсăр пуçне савăт-сапа çунин пахалăхне, сывлăш нỹрлĕхне, пỹлĕмре çутă çитнине е çитменнине, микроклимата тата ыттине те пăхса тăратпăр.
Çỹлерех асăннă документсем кашни руководителĕн сĕтелĕ çинче пулмалла, вĕсенчи санитари правилисене çирĕп пурнăçласа пымалла. Чи малтан халăх сывлăхĕ Пирки шутлассине вĕсен хăйсен таса тивĕçĕ вырăнне хурса йышăнмалла.