"Шăмăршă вăрманĕсем илемлĕ, çыннисем те кăмăллă,
Хăнасене тарават пирĕн Шăмăршă тăрăхĕ. Республикăри чи илемлĕ район центрĕсенчен пĕри пулнă май (ахальтен-им пысăк премие тивĕç пултăмăр!), пирĕн пата килсе курма кăмăл тăвакансем чылай. Район обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем пурнăçлани Шăмăршăра çеç мар, кашни ялтах хытă палăрать.
Иртнĕ шăматкун пирĕн районта хаклă хăнаксем – Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн ертỹçин çумĕ М.Е.Николаев (унччен Якут Республикин президенчĕ Пулнă çын, паллă политик) тата чăваш Республикин Вĕрентỹ министрĕ Г.П.Чернова пулни те шăмăршăсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Хăнасене Шăмăршă районĕн çĕрĕ çинче çăкăр-тăварпа, ырă сунса кĕтсе илчĕç. Журналистсене ĕçлĕ çул çỹрев сăлтавĕ пирки каланă май, М.Е.Николаев çакна палăртрĕ: юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Федераци Канашĕнче «Ялсенчи пĕлỹ тытăмĕ» темăпа парламент итлевĕ Иртет. Федераци Канашĕнче вĕрентỹ тата культура ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ май, Михаил Ефимович чăваш Республикин чи аякри кĕтесĕнчи халăх пурнăçĕпе паллашасшăн.
Хаклă хăнасем Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнчи çут çанталăк музейне çитсе курчĕç, музей çамрăк ăрăва экологи воспитанийĕ Парас тĕлĕшпе нумай ĕçленине пысăка хурса хакларĕç. унтан хăнасем Анат Чаткас ялне çул тытрĕç. кунта вĕсем çемье врачĕн офисĕнче, ача садĕнче тата вăтам шкулта пулса çак учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç.
«Шăмăршă вăрманĕсем илемлĕ, çыннăрсем вара кăмăллă та ĕçчен. Сирĕнпе тĕл пулни ман асăмра яланлăхах юлĕ, - чунне уçса калаçрĕ чаткассемпе Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци канашĕн ертỹçисен çумĕ М.Е.Николаев.
Хăнасемпе пĕрле район админитсрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата администраци пуçлăхĕн çумĕ А.А.Бочкарева çỹрерĕç.