Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Асрах эс, Абзал футболист...

Пурнăçран вăхăтсăр уййрăлса кайнисене асра тытнинчен пархатарли, сăвапли нимĕн те çук. Ку – пирĕн таса тивĕç, вĕсен умĕнчи пысăк парăм. Хамăр районтах, акă, уйрăм çынсене аснăса спорт ăмăртăвĕсем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри -- çуленхи А.Игнатьев турнирĕ. Унта футболитсем тупăшаççĕ, кубок çĕнсе илессишĕн кĕрешеççĕ. Абзал Игнатьев пирки ытлашши калама кирлех те мар-тăр – ăна, Энтĕръелĕнче çуралса ỹснĕскере, спорта юратакансем ахаль те питĕ лайăх пĕлеççĕ. Районта футбола аталантарас ырă ят хăварнă. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулнă унăн. Çук, манмаççĕ ăна. Паян унăн ĕçне ыттисем малалла тăсаççĕ. Шăмăршăри «Тайфунах», акă, республикăри футбол чемпионатĕнчен аслă девизионĕнче ăмăртать. Пĕлтĕпр вăл чемпион ятне çĕнсе илнĕччĕ, кăçалхи сезона та начар мар вĕçлерĕ. А.Игнатьев турнирĕ Кăçал 26-мĕш хут иртрĕ. кубок вара ялан тенĕ пекех шăмăршăра юлнă, иртнĕ çул çеç ăна патăръелĕнчи « Темп» çĕнсе илнĕччĕ. Шел, кăçалхи турнира темшĕн килеймерĕ Вăл. Кăçалхи турнира (вăл иртнĕ шăматкун пулса иртрĕ) хутшăнма пилĕк команда кăмăл тунă. Вĕсенчен пĕри – карапай шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкултан. Çакна палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче кунта футбол начар мар аталанса пырать темелле. Тĕрлĕрен ăмăртусене шкул ачисем çеç мар, ял çамрăксем те тăтăш хутшăнма тăрăшнине ырламалла кăна. Площадкăна чи малтан чи малтан Шăмăршăри ачасмпе çамрăксен спорт шкулăн пĕремĕш командипе карапайшăмăршсем тухрĕç. Çивĕч кĕрешỹре иртрĕ тĕлпулу, ăнăçу вара хальхинче шăмăршăсенче пулчĕ: вĕсем 3:2 шутпа выляса илчĕç. ДЮСШ турнира икĕ команда тăратнă. Шăмăршăри «тайфунăн» вĕсенчен тепринпе тĕл пулма тиврĕ. Вăйă мĕнле вĕçленесси малтанах паллăччĕ-ха. Çавах та ачасем аслисемпе вăй виçнине шикленсе тăмарĕç. Шел, ăсталăх шайĕ Пĕчĕкрех пулчĕ çав вĕсен – ултă мечĕкрен пĕрне çеç тавăрма мехел çитерейрĕç. тепĕр вăййа вара вĕсем пысăк çĕкленỹпе ирттерчĕç, И.Игнатьева пĕлнĕ çынсемпе тăванĕсенчен йĕркеленĕ «Память» командăна 2:0 шутпа парăнтарчĕç. Акă, виççĕмĕш вырăншăн пыракан матч пуçланчĕ. Уншăн карапайшăмăршсемпе спорт шкулĕн 2-мĕш команди кĕрешрĕç. Хĕрỹ иртрĕ вăл, пуçарулăх пĕринчен теприне куçрĕ, икĕ хапха умĕнче те çивĕч самантсем пĕрре кăна мар пулчĕç. карапайшăмăршăсем халхинче вăйлăрах пулни палăрчĕ: вĕсем – виççĕмĕш. Пурне те канăç паман ыйту – пĕрре: кама лекĕ-ха кăçалхи кубок; Ун шăпипе татса парассишĕн «Тайфунпа» спорт шкулĕн пĕрремĕш команди кĕрешỹ пуçарчĕç. Республика чемпионатĕнче выляса опыт пухнă командăпа çамрăксем хушшинчи уйрăмлăх пирки калама кирлехçши; Ку ахалех паллă. Çавах та ачасем аслисем умĕнче çухалса каймарĕç, темиçе хутчен те пуçарулăха хăйсен амине илсе çивĕч самантсем йĕркелеме вăй çитерчĕç. Вăйлă çиле хирĕç выляма тивни те вĕсене хытах чăрмантарчĕ. Ку тĕл пулура «Тайфун» футболисчĕ О.Хлюкин тапса кĕртнĕ мечĕк пĕрремĕш тата юлашки пулчĕ. Кубок – «Тайфунра»! Спорт шкулĕн пĕрремĕш команди – иккĕмĕш. Ятарлă жюри чи лайăх футболистсене те палăртрĕ. Чи лайăх вратарь – В.Козлов («Тайфун»). Вăл хăй хапхине пĕр мечĕк те кĕрттермерĕ. Хỹтĕленсе вылякансенчен чи лайцăххи вара -- С.Харитонов (ДЮСШ – 1), чи лайăх çурма хỹтĕлевçе – Л.Карпов (Карапай шăмăршă). «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята кăçал А.Юманов (ДЮСШ-1) тивĕçрĕ. Çĕнтерỹçĕ Командăсемпе чи лайăх футболитсем Хисеп грамотисемпе спонсорсен парнисене тиввĕçрĕç. кăçалхи турнира йĕркеллĕ ирттерме вара В.Козлов (Энтĕръел), В.Ефимов (Шăмăршă), Шăмăршă ял администрацийĕ, А.Игнатьевăн тăванĕсем пулăшрĕç.


23 октября 2002
00:00
Поделиться