Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

&#276&CcedilРЕ &CcedilЕ&Ccedil МАР, СПОРТРА ТА ХАСТАР

Районти çул-йĕр тăвакан тата юсакан управлени – спортпа çирĕп туслашнă ĕç коллективĕсенчен пĕри. Унăн пархатарлă ĕçĕ пирки хаçатра халиччен пĕрре кăна мар çырнă, паян вара унăн спорт пурнăçĕпе паллашар. --Пирĕн кашни работник – спортсмен, - тет предприяти ертỹçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ О.Ефимов. – Тĕрлĕрен ăмăртусене тăтăшах хутшăнма тăрăшатпăр, çĕнтерỹшĕн кĕртетпĕр. Нумаях пулмасть кăна-ха, Шупашкарта районсенчи çул-йĕр ăстисен черетлĕ спартакиади пулса иртнĕ. Шăмăршăсем те хутшăннă унта, хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарнă, спортăн чылай енĕсемпе çĕнтерỹçĕсемпе призерсен шутне кĕнĕ. Кире пуканĕ çĕклессинех илер-ха, акă. 40 çула çитичченхи 70 килограмм таран виçеллĕ Спортсменсен тупăшăвĕ, тỹрех каламалла, питĕ çивĕч иртнĕ. ку ăмăртура В.Ефимов, темиçе очко çеç выляса ярса, иккĕмĕш вырăн йышăннă. 40 çулран аслăрах, 90 килограма çитичченхи виçере погрузчик машинисчĕ Н.Сергеев та хисеплĕ вырăна тухма вăй çитернĕ. Чăннипех те маттур эсир, шăмăршăсем! Юлашки вăхăтра аталанса, вăй илсе пыракан спортăн тепĕр енĕ – дартс. Ятарлă мишень çине пĕчĕк сăнă (дрошик) ывăтнине çапла калаççĕ спортсменсем. Ку енĕпе шăмăршăсем те маххă памаççĕ иккен. Акă, С.Харитонов çул-йĕр мастерĕ иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Çăмăл атлетика енĕпе те ăмăртусем çивĕч кĕрешỹре иртрĕç. Кун пек чухне кашниех «кайри-мала» текен девизпа старта тухать, командăна черетлĕ очкосем кỹрессишĕн кĕрешет. Республикăри 40 çула çитичченхи çул-йĕр работникĕсенчен 800 метра кам пуринчен те хытăрах чупать тетĕр; Шăмăршăри В.Ефимов вăл. Çак ỹсĕмрех 400 метра чупса ЭВМ операторĕ Е.Захарова хăйпе тупăшнă тантăшĕсене чылай кая хăварчĕ, финиша чи малтан вирхĕнсе çитрĕ. Вырăнтан тăршшĕне сикес тĕлĕшпе те палăрчĕç шăмăршăсем. 40 çула çитичченхи ушкăнра ку енĕпе В.кудряшов иккĕмĕш вырăна йышăнчĕ, 40 çултан аслăраххисенчен вара ОТИС инженерĕ М.Тукмакова – виççĕмĕш. Йĕтре тĕртессинпе ДРСУ директорĕ О.Ефимов иккĕмĕш пулчĕ. Алă вăйĕпе кĕрешеиипе те (армресклинг) хисепре ДРСУра. Республикăри спартакиадăра ку тĕлĕшпе Ф.насыбуллин водитель (75 кг таран) виççĕмĕш, В.Вашуркин водитель (75 кг ытларах) иккĕмĕш пулчĕç. Хĕрарăмсенчен вара ОТИС инженерĕ М.Тукмакова (75 кг таран) палăрчĕ. 17 команда тупăшрĕ çул-йĕр работникĕсен спартакиадинче. Пĕтĕмĕшле итогсем тăрăх вара Шăмăршăри ДРСУ команди иккĕмĕш вырăна йышăнчĕ. Юлашкинчен вара çирĕппĕнех çапла калама пулать: çул-йĕр ăстисем ĕçре çеç мар, спортра та хастар. Эппин, малашне те çаплах пултăр.


19 октября 2002
00:00
Поделиться