Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТăВАН ШăМăРШă ТАТА ТА ТАСАРАХ ПУЛĔ

ШĂМĂРШĂ ялĕнче каяш шывсене юхтарса ямалли система ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Урăхларах каласан, райцентрта ятарлă канализаци системи пачах та çук. Икĕ хутлă çуртсенчи таса мар шывсем пăрăхсем тăрăх юхса канализаци пуссисене пухăнаççĕ. Коммуналлă хуçалăх предприятийĕн ГАЗ-53 маркăллă кивĕ автомашини вара вĕсене хăйĕн емкостьне тултарать те Шăмăршă тулашне кайса тăкать. 30-100 кубла метр каяшсем пухăнакан темиçе теçетке савăта тасатса тăма çав тери кансĕр. Çынсем пурăнакан çуртсемсĕр пуçне, тĕрлĕ предприятисемпе организацисен тата учрежденисен канализаци пуссисенчен те уçласа илмелле. Каяш шыва автомашина емкостьне тултарнă вăхăтра вара тавралăха ырă мар шăршă сарăлса кăмăла пăсать. Çак çивĕч ыйтăва райадминистраци кун йĕркинчех тытать. Райцентр тулашĕнче каяш шывсене тасатакан икĕ пысăк сооружени туса хурас, урамсенче тасамарлăха юхтарса ямалли канализаци пăрăхĕсем хывас тĕллевпе проектпа смета документацине туса хатĕрленĕ. Тĕрлĕ обору дованипе материалсен тата тумалли ĕçсен пĕтĕмĕшле сумми 37 миллион тенкĕпе танлашать. Район инфраструктурине комплекслă майпа аталантарас тĕлĕшпе кăçал райадминистраци республикăри конкурса анлă та паха проектсем тăратса иккĕмĕш преми – 25 миллион тенкĕ укçа çĕнсе илсен, çак суммăн çуррине яхăн – 12 миллион тенкĕ - Шăмăршăра канализаци системи тума уйăрнă. Хаклă вăхăта сая ямасăр кăçалхи май уйăхĕнче «Шăмăршă сĕчĕ» предприяти хыçĕнче, Хырла шывĕ хĕрринче каяш шывсене тасатакан пысăк сооружени тума пуçланă. Объект заказчикĕ—райадминистраци, субподрядчикĕ – Шăмăршăри «Агростройсервис» ООО коллективĕ, подряд-чикĕ – Шупашкарти «Экофонд» фирма. __ Техника тĕлĕшĕнчен питĕ кăткăс сооруженин оборудованийĕпе монтаж ĕçĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 12 миллион тенкĕ тăрать, - каласа пачĕ «Агростройсервис» ООО директорĕ А.В.Максимов. – Паянхи кун тĕлне объектра 6 миллион тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. Шупашкарти фирма специалисчĕсемпе рабочийĕсем ĕçе пысăк яваплăхпа тата лайăх пахалăхпа пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ çул тĕлне сооружени таса мар шывсене йышăнма хатĕр пулать. Асăннă объекта çитсен, кунта ĕç вĕресе тăни тỹрех сисĕнчĕ. Кунсем кĕскелсех пынă май, рабочисем, В.П.Виссаров прораб ертсе пынипе ăшталанса ĕçлеççĕ. Владимир Мамурсков бригадир, Анатолийпе Николай Андреевсем, Алексей Григорьев тата ытти монтажниксем çан талăк сивĕтсе кайиччен тата юр лариччен палăртнă ĕçсен ытларах пайне туса хăварасшăн. «Экофонд» ООО ĕçченĕсем вахта меслечĕпе - çирĕмшер кун ĕçлеççĕ-мĕн, «Агростройсервис» общежитийĕнче пурăнаççĕ. Вла димир Мамурсков бригадир объектри ĕçсемпе хапăл тусах паллаштарчĕ. Айккинчен пăхсан, сооружени пĕр-пĕринчен вакунсем кăкарса янă пуйăс составĕ евĕрлех курăнать. Кăткăс узелсемлĕ тата детальсемлĕ тăваткал пысăк савăтсене çĕр чавса вырнаç тарса тухнă. Кашни савăтăн – хăйне уйрăм функци пулмалла. Пăрăхсем тăрăх сооружение юхса килекен каяш шывсен, савăтран савăта куçса пынă май, шултра пай-сенчен, хăйăр-юшкăнран (ятарлă агрегатсем вĕсене айкинелле сирпĕтсе кăлараççĕ) тата ыттисенчен тасалса пымалла иккен. Ĕçре савăта ятарласа янă микроб семпе те усă курма палăртнă-мĕн – вĕсем сиенлĕ хутăшсене тасатаççĕ. Юлашки савăтра вара тасалнă шыва хлор хутшăнать те, вăл Хырлана юхса тухать. —Район руководителĕсем те, «Агростройсервис» общество ертỹçисем те объекта пĕр кунлăха та куçран вĕçертмеççĕ, - терĕ бригадир. – Кăштах чăрмав сиксе тухсанах вĕсем пулăшма васкаççĕ. Çавăнпа та объекта палăртнă срокра туса пĕтересси пирки иккĕленместпĕр. Часах, акă, сооруженин ангарне – тимĕр çивиттине тума пуçăнатпăр. Сооруженипе юнашарах «Агростройсервис» общество хăй вăйĕпе кирпĕчрен производство корпусĕ туса лартнă. Халĕ унта штукатурка тата ытти вак-тĕвек ĕçсем тумалли кăна юлнă. Корпусра шăмăршăсен бригади ĕçлет. Галина Пименова, Любовь Васильева тата Людмила Мутова штукатурщицăсем ĕçре хастар. Вĕсем пỹлĕмсен стенисене тỹрĕ те тикĕс якатса илемлетнĕ. Халĕ коридорта штукатурка тăваççĕ. Хĕрарăмсене Анатолий Пименовпа Василий Васильев растворпа пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăраççĕ. Вера Иляковапа Зоя Иванова вара çурт тулашĕнче вăй хураççĕ, никĕсе шыв юхса сиенлесрен растворпа çирĕплетеççĕ. Производство корпусĕ тасатакан сооруженин хăйне евĕр «моторĕ» пулать. Кунта электричество, лабораторипе насус станцийĕн оборудо ванийĕсене вырнаçтараççĕ. __Килес çул, укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене çĕнтерсе, райцентрта канализаци тата таса шыв пăрăхĕсем хывас ĕçе пуçăн ма палăртатпăр, - терĕ райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Н. Никифоров. – Яланхи пекех, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пире çак пысăк ĕçре те пулăшу парас са эпир çирĕп шанатпăр. Каяш шывсене таса такан тепĕр сооружени тăвасси те çывăх çулсенчи малашлăх планĕнче тăрать. Райадминистраци малтан палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртсех пынине курма хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Хальхинче те иккĕленỹ çук.


16 октября 2002
00:00
Поделиться