ПРЕСТУПЛЕНИСЕН ÇУЛНЕ П Ỹ Л Е С С И Ш Ĕ Н
Çак кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕнче канашлу ирттертĕмĕр, районти криминалла лару-тăрăва сỹтсе яврăмăр, опреативлă ĕçри çитменлĕхсене асăнтăмăр, çитменлĕхсене палăртрăмăр.
2002 çулхи 9 уйăхра район территорийĕнче 156 преступлени пулнине регистрациленĕ. (Иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 155). Преступленисен 93,7 процентне уçса панă. Преступленисене уйрăммăн илсен, çынна вăтам суранласси, ют пурлăха çаратасси, вăрласси, хурах пусасси (грабеж), çул çитменнисемпе ỹсĕрсем, малтан судпа айăпланнисем, ушкăнпа каварлашакансем преступлени тăвасси чакнă. Çав хушăрах çынна йывăр тата çăмăл сурансем кỹресси, растратă, хулиганла ĕçсем тăвасси, ниçта ĕçлеменнисем кукăр çул çине тухасси, экономика сферинче, обществăлла вырăнсенче, урамсенче, тỹнтерле ĕçсем патнелле туртăнасси ỹснĕ. Çынна вĕлересси (пĕлтĕр те, кăçал та – виçшер), хĕрарăма ирĕксĕрлесе пусмăрласси (пĕрер) пĕр шайрах юлнă.
Кăçал милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор, патрульпе пост службин сотрудникĕсем хăйсен ĕçне лайăхлатнине те палăртса хăвармалла. Хăш-пĕр йышши преступленисен шучĕ чакни профилактика ĕçне çỹллĕрех шайра илсе пыма пуçланипе çыхăннă.
Кăçалхи 9 уйăхра административлă йĕркене пăснăшăн 1925 çынна явап тыттарнă, çав шутра обществăлла вырăнсенче алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕшĕн тата ỹсĕр çỹренĕшĕн – 645 çынна (пĕлтĕр – 467), килти условисенче сăмакун туса хатĕрленĕшĕн – 42 çынна, ĕç вырăнĕсенче эрех ĕçнĕшĕн – 20 çынна, пĕчĕк хулиганла ĕçсем тунăшăн – 198 çынна, суту-илỹ йĕркине пăснăшăн – 130 çынна. Административлă право йĕркисене пăснă граждансем пурĕ 23.150 тенкĕ штраф тỹленĕ.
Уй-хиртен тухăçа пухса илнĕ тапхăрта, вăрăсен çулне пỹлес тĕллевпе, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе путрульпе пост службин сотрудникĕсен ĕçне икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Вĕсем ялхуçалăх специалисчĕсемпе пĕрле кооперативсен тĕрлĕ участоксенчи пурлăхсем еплерех упраннине кашни талăкрах тĕрĕслесе тăчĕç. Районти оперативлă лару-тăрăва шута илсе, шалти ĕçсен пайĕн руководителĕсем тата подразделенисен начальникĕсем засадăсем тата шырав мероприятийĕсем ирттернĕ. Йĕркене пăснă кашни уйрăм тĕслĕх пирки çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăннă.
Урамсенче тата обществăлла вырăнсенче тивĕçлĕ йĕрке тытса тăрасси, граждансене хулигансемпе йăх-яхсенчен хỹтĕлесси, тĕрлĕ преступленисен çулне пỹлесси, халăх хушшинче профилактика ĕçне туса пырасси – пирĕн тивĕç. çак ĕçсене малашне те кирлĕ пек илсе пырассишĕн эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр.