Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

&Ccedil&#276НТЕР&#7928&Ccedil&#276СЕМ – ПУЯНКАССИСЕМ

Спортсменсене çанталăк та чăрмантармасть: юр е çумăр çăвать-и, сивĕ е шăрăх — вĕсем старта тухаççĕ. Иртнĕ шăматкун та, йĕпе-сапана пăхмасăр, Шăмăршăра шкул ачисен 15-мĕш спартакиадин шучĕпе çăмăл атлетика енĕпе пĕрремĕш ăмăртусем пулса ирт рĕç. Халь хинче çамрăк спортсменсем эстафетăра тупăшрĕç. Икĕ тап хăрпа иртрĕ вăл. Малтанхинче дистанци 700 метрпа танлашрĕ, иккĕмĕшĕнче вара вĕренекенсем 350 метра чупса вăй виçрĕç. 13 командăри 130 ача килнĕ ăмăртăва. Ытти чухне çĕн терỹшĕн чаткассемпе карапай шăмăршсем кĕрешнине курма хăнăхнă пулсан, хальхинче вара Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул команди малтанхи тапхăртах пуçарулăха хăй аллине илчĕ те ăна текех вĕçертмерĕ. О.Матвеева, А.Ан дреев, О.Андреева, Э.Тимофеев, Е.Матвеева, А.Мресов, И.Никитина, Н.Горбунов хăйсен тапхăрĕсене начар мар вăхăтпа вĕç лерĕç, юлашки тапхăрта вара командăна Т.Янгалакова çĕнтерỹ кỹчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Карапай Шăмăршă вăтам шкулăн команди. Хальхинче чаткассен виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Çĕнтерỹçĕсем Дипломсемпе Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.


16 октября 2002
00:00
Поделиться