Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уяв яч&#277пе, в&#277рентекен!

Вĕл-вĕл вĕçсе ỹкеççĕ сапсарă çулçăсем çĕр çине, умри çула ылтăн кавирпе витеççĕ. Сукмакпа утакан çамрăках мар хĕрарăма хирĕç пулакансем пурте пуç тайса сывлăх сунаççĕ. Кам-ха вăл, кăвакрнă çỹçлĕ çак хĕрарăм? Герой-и, министр-и, - район пуçлăхĕ-и? Çук, герой та, министр та мар вăл, района та ертсе пымасть. Вăл – ахаль учитель çеç. Анчах та пуринчен те хисеплĕ, халăх сума сăвакан çын. Учитель... Маншăн эсир тăван анне хыççăн иккĕмĕш вырăнта пулнă, халĕ те – шкул пĕтернĕренпе нумай-нумай çул иртсен те – шкул пĕтернĕренпе нумай-нумай çул иртсен те – юратнă учителĕмсене манаймастăп. Вулама, çырма, шутлама, юрлама, ỹкерме вĕрентнисĕр пуçне, Эсир мана чăн-чăн çын пулма вĕрентнĕ. Тен, Сирĕн шанăçăра туллин тỹрре кăлраймарăмăр та пулĕ, анчах чунăма шуйттана сутмарăм, укçа чури пулмарăм, ĕçлемесĕр çăкăр çиме хăнăхмарăм. Манра мĕн лайăххи пур – учительтен илнĕ ырă енсем. Япăххишĕн врв каçару ыйтатăп - Сирĕн сăмахăра асра тытмарăм... Журналист ĕçĕпе районта кашни ялтах пулатăп, пур шкулта та кĕрсе курнă. Çывăх паллакан учительсем те чылай. Тĕп пулнă чух ĕç çинчен, пурнăç çинчен калаçатпăр. - Ывăнтармасть-и? – ыйтатăп кашнинченех. - Ывăнма та, ватăлма та вăхăт çук, - хуравлаççĕ мана вăтăр-хĕрĕх çул халăха вĕрентес ĕçре вăй хуракансем. Чăнах та, вĕресе тăракан шкул пурнăçĕнче ăçтан ватăлăн-ха ачапа ача пек пулмалла, ача чунне ăнланса ĕçлемелле. Самана саккăрлăхĕ те, обществăри пăтăрмахсем те шкул пунăçĕ çинче палăрмасăр иртмерĕç. Укçа-тенкĕ хĕссĕккипе, вĕрентỹ хатĕрĕсемпе ытти пурлăх туянма майсем сахал. Учительсен ĕç укçи те пĕчĕк. Çапах та "сахал тỹлеççĕ" тесе нăйкăшмаççĕ, çамрăк ăрăва Тăван çĕршыв валли юрăхлă воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Ман шутпа, начар кăмăллă, ачасене юратман çын шкулта ĕçлеме пултараймасть. Ун пек çынсем учитель ятне илтме тивĕçлĕ те мар. Ятăмăра ярас марччĕ, хисеплĕ вĕрентекенĕмĕрсем, чысăмăра упрасчĕ. Уяв ячĕпе, тăванăмăрсем!


05 октября 2002
00:00
Поделиться