Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йывăрлăхсене &ccedil&#277нтерсе

Учительсен профессиллĕ уявĕ умĕн пирĕн корреспондент районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕпе Г.П.Бабочкинпа тĕл пулса калаçнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. —Геннадий Пантелеймонович, районта миçен-ха вĕсем, ачасене пĕлỹпе воспитани паракан педагогсем; Вĕсен йышне кăçал миçе çамрăк учитель хутшăнчĕ? —Районти шкулсемпе ача сачĕсенче пурĕ 327 учительпе 56 воспитатель вăй хурать. Шăмăршăри вăтам шкулти педагогсен пысăк коллективне кăçал Чăваш патшалăх педагогика университечĕн выпускници Алена Бабочкина килчĕ. Вăл ачасене математикăпа тата экономикăпа вĕрентет. —Юлашки çулсенче учительсен пултарулăхне категорисем тăрăх хаклама тытăнчĕç. Вĕсене аттестацилемелли йĕркесемпе паллаштарай мăр-ши? —Кашни педагогăн 5 çулта пĕрре аттестаци комиссийĕ витĕр тухмалла. Кунта учитель хăйĕн предметне мĕнлерех пĕлнине, ятарлă курссенче вĕреннине, ачасен пĕлỹ шайĕ еплерех пулнине тата ыттине шута илеççĕ. Аслă тата пĕрремĕш категорисене тивĕçес тесен, педагогсен докуменчĕсене районти комиссие тăратмалла. Иккĕмĕш категорие вара учительсем вырăнти шкултах тивĕçме пултараççĕ. Пĕрремĕш категориллĕ учитель пулас тĕллевпе çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче районти комиссие 50 педагог заявлени тăратнă. Иккĕмĕш категори илме вырăнти шкулсенчи комиссисене 30 ытла заявлени çырса панă. Сăмах май, хальхи вăхăтра районти шкулсенче аслă категориллĕ 7 педагог, пĕрремĕш категориллĕ 32 педагог вăй хурать. Педагогсен 40 проценчĕ иккĕмĕш категорипе ĕçлесе пырать. Паллах, учительсене вăл е ку категоришĕн хушса тỹлеççĕ. -Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче районти шкулсенче мĕнлерех çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ? —Кăçалтан пуçласа физкультурăн тата «Пурнăç хăрушсăрлăх йĕркисем» предметăн сехечĕсене ỹстернĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче пуçламăш классен 50 проценчĕ ют чĕлхесене вĕреннĕ пулсан, кăçал çак кăтарту 70 процентпа танлашать. Ку вĕренỹ çулĕнче Шăмăршăри тата Пăчăрлă Пашъелĕнчи вăтам шкулсенче информатика предметне 7 класран пуçласах вĕрентме пуçланă. Килес çул вара информатикăпа ют чĕлхесене районти пур шкулсенче теиккĕмĕш класранах вĕрентме палăртатпăр. —Çак вĕренỹ çулне хатĕрленсе, малтан палăрт нă юсав ĕçĕсене пурнăçлама май килчĕ-и? —Тĕпрен илсен, палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех тунă тесен те йăнăш пулмĕ. Акă, укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене çĕнтерсе, райадминистраци пулăшнипе Пуянкасси шкулĕнчи спорт залĕн çивиттине пĕтĕмпех çĕннипе ылмаштарса витнĕ. Çак ялти ача сачĕн çивиттине те çĕнĕ шиферсемпе ылмаштарнă. Шăмăршăри, Пăчăрлă Пашъелĕнчи тата Палтиелĕнчи вăтам шкулсен çурчĕсене тĕпрен юсанă. Районти пур шкулсене те тивĕçлĕ сăрăсемпе сăрласа илемлĕ тĕс кỹртнĕ. Юсав ĕçĕсенче 700 пин тенкĕ ытла тăкакланă. Шкулсенчи юсав ĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа хутшăннăшăн учительсене, техничкăсене, поварсене тата вĕренекенсене чĕререн тав тăвас килет. —Çĕрулмипе пахчаçимĕçсем валли çанталăк пит ăнăçлах пулмасан та, шкулсенчи хушма хуçалăхсенче тата опытлă участоксенче май килнĕ таран ытларах тухăç илме тăрăшрĕç вĕренекенсемпе вĕрентекенсем. Чи пултаруллисен шутне хăш шкулсене кĕртме пулать? —Анат Чаткасри (шкул директорĕ Ф.А.Тазетдинова) тата Патирекри (С.С.Хамдеева) вăтам шкулсенчи учительсемпе вĕренекенсем уйрăмах тăрăшуллă пулнине палăртмалла. Анат Чаткасри хушма хуçалăха – «Чи лайăх хушма хуçалăх», Патирекри опытлă участока «Чи лайăх опытлă участок» хисеплĕ ятсем парас тĕллевпе республикăна тивĕçлĕ документсем тăратрăмăр. —Педагогсене коммуналлă çăмăллăхсемпе туллин тивĕçтерме май килет-и? —Кăçалхи вĕренỹ çулĕ валли палăртнă çăмăллăхсемпе татăлса пыратпăр темелле. Çутçанталăк газĕшĕн учительсене тỹленĕ, вутă-шанкă та кỹрсе панă. Электроэнергишĕн çĕнĕ çулччен тỹлесе тататпăр. —Уяв умĕн чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен педагогсене асăнаймăр-ши? —Тархасшăн. Вĕсем – Н.Г.Иванова, Е.А.Тихонова, З.Н.Иванова (Шăмăршăри вăтам шкул), О.Н.Уркина (Пăчăрлă Пашъел), Ф.А.Тазетдинова (Анат Чаткас), О.А.Леонтьева (Патирек), Н.С.Шафигуллов (Палтиел), Е.Н.Муромцева (Пуянкасси), М.Г.Еремеев (Васан), А.И. Малеева (Кивĕ Чукал), В.Н.Сарандаева (Чукал), В.Г. Андреев (Карапай Шăмăршă), Т.З.Моисеева (Улмал лă), Н.В.Воробьева (Виçпỹрт Шăмăршă) тата ыттисем. Ача сачĕсенчи воспитательсене илсен, кунта О.А. Абан никовапа В.А.Степанована (Шăмăршă), Р.П.Кондрать евана (Карапай Шăмăршă), Л.Х.Азизована (Палтиел) тата ыттисене асăнма пулать. Юлашкинчен районти педагогсене пурне те профессиллĕ уяв – Учительсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçре – ачасене пĕлỹпе воспитани парассинче ăнăçу сунатăп. И.МЕДВЕДЕВ калаçнă.


05 октября 2002
00:00
Поделиться