Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ырă та кăмăллă ĕçтеш"

ÇЫННА пĕлсе çитмешкĕн пĕр пăт тăвар çимелле, теççĕ. Аваллăхри каларăш питĕ те тĕрĕс пулнине пурăннă çемĕн ĕненсе пыратăн. Зоя Васильевна Сапруковăна чылай çул хушши пĕрле ĕçленĕ хыççăн çеç чăннипех пĕлсе çитрĕмĕр. Туйăмĕсем унăн кирек мĕнле самантра та ăшă та кăмăллă. Çынсене яланах, сахал пĕлекеннисене те, пулăшма васкать вăл, вĕсенче ырă енсем курма тăрăшать. Тата пире, пĕрле ĕçлекенсене, унра çынсене каçарма пĕлни, илемсĕр пулни-иртнисене, кỹренỹллĕ самантсене манма тăрăшни илĕртет. Кил-хуçалăхĕ пысăк унăн, выльăх-чĕрлĕх, пахча-çимĕç — пурне те хăй аллипе çитĕнтерет. Çуркунне çитсен ĕçе нихăçан та пушă алăпа çỹремест% хăшне çĕнĕ йышши вăрлăх, теприсене ир çитĕнекен калча, кама мĕнле хунав кирлĕ — пурне те тивĕçтерет. Юри ытлашши хатĕрлет пулас, пурин валли те çиттĕр, тет. Алли чăн та çăмăл вара, мĕн пани наччасрах тымар ярса ỹсме пуçлать. Ырă кăмăллă çын аллинчен тухнă хунав çеç чĕрĕлет, теççĕ халăхра. Тĕрĕсех пуль çав. Зоя Васильевна Сапрукова районти учительсен профсоюзĕн ертỹçи те. Обществăлла ĕçе чун-чĕререн тăрăшса туса пырать вăл.Пурне те палăртакан ырă енĕ вара унра – оптимизм, пурнăçа юратни, шанăçпа пурăнни, ырра шанни. Пире, хăйĕнчен çулпа кĕçĕнреххисене, Зоя Васильевна пĕрмаях пур-çукшăн кăмăла пăсмасăр, пурнăçра ырри çинчен ытларах шутлама вĕрентет, çĕнĕ ĕмĕтсемпе плансем туса пурăнмалли çинчен аса илтерсех тăрать. Ĕçре вăл пирĕншĕн чăннипех те анне вырăнĕнчех. Эпир ăна юбилей çывхарса килнĕ май пире ырă канашсем парса хавхалантарса тăнăшăн, пуринпе те яланах уçă кăмăллă пулнишĕн, пурнăçра пăтăр махсемпе тумхахсене çĕнтерме вĕрен тнĕшĕн çав тери тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр.


05 октября 2002
00:00
Поделиться