Пуянланать "культура вучахĕ"
Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ-районта чи киввисенчен пĕри. Чылайранпа юсаманнипе, çурт-ăшчикки юхăнмах пуçланăччĕ ĕнтĕ. Çĕмрĕк тенкельсемпе ишĕлме пуçланă крыльца та кăмăла пăсатчĕç. Çурт çивиттийĕ те çумăр яратчĕ.
Обществăллă инфраструктурăна малалла аталантармалли программăна пурнăçласа, район администрацийĕ кăçал Кивĕ Чукалти Культура çуртне тĕпрен юсамашкăн самаях пысăк сумма укçа уйăрнă. Унпа çурт тăррине шиферпа витнĕ, çĕнĕ крыльца тунă тата урайне юсанă, кăмака ăсталанă.
Строительсен бригади халĕ юлашки ĕçсене пурнăçлать. Çакă та савăнтарать: район администрацийĕ ялти Культура çурчĕ валли 108 вырăнлă креслосем уйăрса панă.
- "Культура вучахĕ" çĕнĕ пурнăç илчĕ, - савăнăçне пытараймасть А.Лубошнов директор. – Октябрь уйăхĕнче ял çамрăкĕсемпе кĕрхи балл ирттерме шутлатпăр.