Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Перепи&ccedil ум&#277нхи анл&#259 лару

Октябрĕн 24-мĕшĕнче райадминистрацире районта перепиç ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ. Комисси членĕсемсĕр пуçне, ун ĕçне ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, шутлав инструктăрĕсем тата милици участоксенчи уполномоченнăйсем хутшăннă. Ларăва перепиç комиссийĕн председателĕ, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ В.К.Андронов йĕркелесе ертсе пынă. Перепиç комиссийĕн членĕсем пĕлтернĕ тăрăх, районта çĕршыв пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприяти ирттерме мĕн кирлине пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ. Районта пĕрремĕш (райцентр) тата иккĕмĕш (Палтиел) номерлĕ перепиç участокĕсем йĕркеленĕ, вĕсенче пурĕ 13 инструктор участокĕ туса хунă. Инструктор участокĕсем валли ятарлă пỹлĕмсем уйăрнă, вĕсене телефонпа, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Инструкторсемсĕр пуçне, перепиç ĕçне 53 шутлавçă хутшăнать. Перепиç документчĕсене тĕрĕстĕкел упрас тĕллевпе участоксене хуралçăсемпе тивĕçтерме палăртнă. Перепиç тапхăрĕнчи йĕркелĕхшĕн милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем яваплă пулса тăраççĕ.


28 сентября 2002
00:00
Поделиться