Çырав иртĕ те кайĕ, чăваш пулса юлайăпăр-ши?
Хаçатсем те, радиопа телевидени те Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕччен миçе кун юлнине пĕлтерсех тăраççĕ. Çырав çав тери ответлă кампани пулнине Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та палăртрĕ, уйрăмах çиччĕмĕш ыйтăва – "Эсир мĕнле наци çынни?" тенине тĕплĕн шухăшласа хуравлама сĕнчĕ.
Николай Васильевичăн пăшăрханăвĕ – тăван халăх шăпишĕн, унăн пуласлăхĕшĕн чĕререн хумханни.
Тĕп халăхăмăрăн 49,2 проценчĕ çеç Чăваш Республикинче пурăнни те, хăш-пĕр çемьесем "вырăсланма" пуçланите халăх шăпи пирки шухăшлаттарать. "Эсир мĕнле наци çынни?" ыйту çине "Раççей çынни" тесе е "вырăс" тесе хуравламĕ-и тăван халăхран ютшăнма пуçланă чăваш?
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхене хĕсĕрлеме пуçланине, ытти предметсене чăвашла вĕрентме чарнине аслă ăру çыннисем лайăх астăваççĕ-ха. "Шкулта чăвашла пакăлтатма юрамасть, вырăсла калаçмалла!" – вĕрентетчĕç учительсем. Çавна май хуласем çеç мар, район центрĕсем те "вырăсланса" кайрĕç, тăван чĕлхе ялсенче çеç аран-аран хĕсĕнкелесе юлчĕ.
Телее, юлашки вăхăтра ырă улшăнусем палăрма тытăнчĕç-ха. Наци политикипе çыхăннă ыйтусемпе патшалăх хăй ĕçлеме пуçларĕ. Акă, 1998 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ "ЧР наци патшалăх политикин концепцине" çирĕплетнĕ. Унпа пĕрлех ăна 1998-2005 çулсенче пурнăçа кĕртмелли программăна та йышăнса хăварнă. Чăваш Енре пурăнакан тĕп халăхпа ытти наци çыннисем хушшинчи килĕшỹпе çыханăва йĕркелесе пыма, кашни халăхăн культурине, йăли-йĕркине упрама тата аталантарма пулăшасса кĕтетпĕр эпир çак концепцирен Чăваш диаспорин ыйтăвĕсемпе ĕçлемеллинете палăртса хăварнă документра.
Çак программăна пурнăçа кĕртсе пыракан кăçалхи ĕçсенчен пĕри - çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта "Халăхсен наци культура аталанăвĕ – общество тăнăçлăхĕ" ятпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртни. Асăннă конференцире Чăваш Республикин Президентне Н.В.Федорова сăмах панă. Çитес çырав пирки хăйĕн шухăшне палăртнă май, Николай Васильевич çапла каланă: "Эпĕ чăваш тата Раççей гражданинĕ" – пирĕнтен кашнинех çапла мăнаçлăн каламалли ирĕк сыхланса юлмалла..."
Çыравччен шутлă кунсем юлчĕç. Тăванăмăрсем, чăвашсем! Атьăр-ха пурсăмăрта çырав лисчĕн çиччĕмĕш ыйтăвĕ çине, Президентăмăр каланă пек: "Эпĕ – чăваш!" тесе хуравлар. Раççейре чăваш чи йышлă халăхсен шутĕнче пулни тăван республкăна аталантарса чечеклентернĕ çĕрте çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асра тытар.