Ăсан - чăхпа пĕр тăван...

Ăсан - чăхпа пĕр тăван...

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

ПИРĔН тăрăхри пысăк вĕçен кайăксен йышĕнче ăсан малти вырăнта тăрать. Ăсан автанĕн йывăрăшĕ 1,5 килограмм е ытларах та таять, чăххи вара кăштах пĕчĕкрех.

Ăсана ученăйсем килти чăххăн çывăх тăванĕ тесе йышăннă. Хăйне хăй тыткаланипе те, сассипе те вăл чăх пекех! Апла пулин те, ăсан çĕр çинче питĕ хăвăрт чупать, йывăç тăрринче те хăйне ирĕккĕн туять.

Çут çанталăкра ăсан 12 çула яхăн пурăнать, зоопаркра вара унăн ĕмĕрĕ вăрăмрах.

«Ăсанăн хăлхи илтмест», _ теççĕ хăшĕсем. Ун патне çывăха та пыма пулать иккен. Чăннипе вара, ăсан автанĕ туй самантĕнче (брачный период) çеç хăрушлăха туймасть. Ытти чухне ăсансем лайăхах илтеççĕ тата кураççĕ, çывхарса килекен хăрушлăха питĕ хăвăрт сисеççĕ.

Çулла ăсансем уйрăмшарăн пурăнаççĕ, хĕл кунĕсенче вара ушкăна (стая) пуçтарăнаççĕ.

Мĕн çисе пурăнать-ха çак кайăк? Ăсан йывăç папкине, çамрăк туратне, хурăн кăчкине, хыр хунавне тиркемест, çу кунĕсенче вара çырла çиме юратать.

Хĕл кунĕсене ăсан хурăнлăхра ирттерет, çак йывăçăн папкипе тăранса пурăнать. Çĕр каçма юр ăшне кĕрсе пытанать. Шартлама сивĕре ăсан темиçе талăк та юр ăшĕнче пурăнма пултарать, хурăн папкине татса çиме çеç тухкалать.

Ăсансем «туй юрри юрлама» (токование) çуркунне пуçламăшĕнчех тытăнаççĕ. Мĕнешкел илемлĕ вĕт-ха çак «юрă», итлесе тăранаймăн!

Икĕ-виçĕ çултан аслăрах ăсан автанĕсем пĕр çĕре пуçтарăнаççĕ те, хăйсене килĕшекен вырăна тытса илессишĕн кăшкăрсах «тавлашаççĕ». Ăсан автанĕсем хăйсен территорине хăюллăн хỹтĕлеççĕ, çĕр çинчех выртса тăраççĕ.

Территори пайланă хыççăн, автан хăйĕн юррипе чăхсене илĕртет, лешсем вара автансенчен пĕрне суйласа илеççĕ. Çак «суйлав» вăхăтĕнче çапăçу та пулма пултарать.

Ăсан чăххи 5-13 çăмарта тăвать, вĕсене пысăках мар çĕр путăкне хурать те, пусса ларать. 3-4 эрнерен çăмартаран чĕпĕ тухать. Чĕпĕсене ăсан чăххи хỹтĕлет, 1,5 эрнерен хăйсемех чупкалама, пĕр уйăхран вĕçме те пултараççĕ.

Ăсанăн вăрманта тăшман нумай. Тилĕпе кашкăр та тытса çиеççĕ, пысăкрах вĕçен кайăксем те тапăнаççĕ. Пуринчен ытла вара çанталăк хăрушлăх кăларса тăратать. Сивĕ те çумăрлă çу кунĕсенче ăсан чĕпписем нумай вилеççĕ.

Çапах та ăсанăн чи хăрушă тăшманĕ _пăшаллă тата сунар йыттиллĕ çын. Браконьерсем иртĕхнине пула, Шăмăршă вăрманĕнче ăсансем питех те сахаллăн тăрса юлнă.

Ăсана упрамалла, çак вĕçен кайăк пулас ăрусемшĕн те сыхланса юлтăрччĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
07 июля 2023
11:47
Поделиться