Хытă каяшсене - уйрăмшарăн

Хытă каяшсене - уйрăмшарăн

«Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

ХЫТĂ каяшсене (твердые бытовые отходы) уйрăмшарăн сортласси пирки нумай калаçатпăр. Ку проблемăна республика шайĕнче татса парас ĕç вырăнтан тапраннă-ши? Пирĕн корреспондент Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрне Эмир Бедертдинова çак ыйтăва панă.

_ Пирĕн регионта каяшсемпе ĕçлеме ятарлă оператор çирĕплетнĕ, вăл каяшсене полигона илсе çитерессишĕн яваплă, _ тенĕ Эмир Нуртдинович. _ Республикăра каяшсене сортлакан икĕ комплекс пур: Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта. Вĕсем Чăваш Енре пуçтарăнакан хытă каяшсен 50 процентне йышăнаççĕ.

Иртнĕ çул тата 3 комплекс тума концесси килĕшĕвĕ турăмăр. Проектпа смета документацийĕ хатĕр ĕнтĕ, халĕ патшалăх экспертизи витĕр тухмалла. Çак виçĕ комплекса туса пĕтерсен, республикăри хытă каяшсене 100 проценчĕпех сортлама пултарăпăр.

_ Эмир Нуртдинович! Пире, Шăмăршă муниципалитет округĕнче пурăнакансене, çак ыйту та хумхантарать: хытă каяшсене малашне те Шупашкара е Çĕнĕ Шупашкара çитиех турттарĕç-ши?

_ Маларах каларăм ĕнтĕ: кăнтăр енчи муниципалитет округĕсенче пурăнакансем валли çỹп-çапа сортлакан çĕнĕ комплекссем пулаççĕ. Вĕсене Канашра тата Патăрьелĕнче тума палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2030 çул тĕлне çĕр-шывра хытă каяшсене 100 проценчĕпех сортлама тытăнмалли çинчен каланăччĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев çак ĕçе пирĕн патăрта 2027 çул тĕлнех йĕркелесе яма задача лартрĕ. Эсир, журналистсем, çак питех те кирлĕ ĕçре пире пысăк пулăшу пама пултаратăр. Чи кирли _ тирпей-илем пирки халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн сарса ярасси. Тирпейсĕр пурăнма юраманни çинчен кашни çын пĕлсе тăтăр.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
07 июля 2023
11:39
Поделиться