Ачаран юратчăр илеме
Юрла, çăл куç, шавла, шур хурăн» проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
ÇУТ ÇАНТАЛĂКА упрасси пирки калаçатпăр пулсан, чи малтан, ăна юратмалли çинчен манмалла мар. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван тавралăха тĕпчеме, улăхри хитре чечекпе, лĕпĕшпе, тĕкĕлтурапа, шăрчăкпа савăнма вĕрентмелле. Ачасем хăйсем те çут çанталăкăн пĕр пайĕ пулнине туйса илччĕр. «Тăван тавралăха сиен ан ту!» _ çак правило çитĕнекен ăрушăн ялан асра тытмалли саккун пекех пултăр.
«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ çамрăксене экологи воспитанийĕ парас ыйтăва яланах тĕп тимлĕхре тытать. Çак тĕллевпех кăçал «Управри çут çанталăк тĕнчи» ятпа пултарулăх конкурсĕ ирттернĕ, унта вун-вун ача хутшăннă. Чи лайăх ỹкерчĕксен авторĕсене «Эпир пурте пĕрле _ пуласлăхшăн!» экологи фестивалĕнче чысланă.
Ку фестиваль паркра 14-мĕш хут иртнĕ. Кăçал ăна «Чăваш вăрманĕ» Наци паркне туса хунăранпа 30 çул çитнине халалланă. Фестивале Шăмăршă муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсен 9 команди, ача-пăча пĕрлешĕвĕсем тата çут çанталăка юратакан çынсем хутшăннă. Наци паркĕн ĕçченĕсем фестиваль илемлĕ те асра юлмалла ирттĕр тесе нумай тăрăшнă.
«Давайте, ребята,
Природу охранять!
О ней ни на минуту
Не надо забывать.
Ведь цветы, леса, поля и речки,
Это все для нас навечно!»
_ çак сăвă «Эпир пурте пĕрле _ пуласлăхшăн!» экологи фестивалĕн тĕп девизĕ пулнă.