Савăнтартăр илемлĕ çулла
САР ÇУ пек шăранса тăракан илемлĕ кунсем çитиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ан тив, май уйăхĕ пире ăшăпа савăнтараймарĕ пултăр, çапах та çут çанталăк малашне хĕвеллĕ те ырă кунсемпе кăмăла çĕклетех!
Çулла çитнĕ май, ачасен каникул кунĕсем пуçланаççĕ. Унччен шăпах пулнă ял урамĕсем хула ачисен вăййи-куллипе, шăв-шавĕпе тулса ларĕç. Çапла, нумай çемье каникул вăхăтне хăйсен ачисене аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне килсе ярать. Капла кил-йыш бюджечĕ те перекетленет, ялти сиплĕ сывлăш та, апат-çимĕç те ачасемшĕн усса пырĕ.
Çывăхартса шутласан, пирĕн района çу кунĕсенче сахалтан та 500 ытла ача килмелле. Ытти çулсенче те çаплах пулнă, çак шавлă та ашкăнма юратакан пысăк йыша аслă çулхи çынсем хăйсен аллине илеççĕ. Вĕсемшĕн канăçсăр та савăнăçлă, çав вăхăтрах пăшăрхануллă тапхăр пуçланать.
Мĕншĕн «пăшăрхануллă тапхăр» терĕм-ха? Сăлтавĕ пур çапла калама. Шухă ачасене сыхласа пĕтерме те йывăр, шăпăрлансем йывăç тăррине хăпарма та, сарай тăрринче чупма та, хăйсем тĕллĕн вăрмана кайса аташма та пултараççĕ. Инкек-синкекрен Турă упратăр та-ха, анчах пур чухне те сыхласа пĕтерейĕ-и?
Акă кĕске статистика: юлашки 10 çул хушшинче районта пĕчĕк ачасен айăпĕпе çу кунĕсенче çичĕ пушар тухнă, вăтăр ытла шăпăрлан ал-урине хуçнă е шăммине сиктернĕ.
Хăйсем тĕллĕн пĕве хĕррине кайса шыва путма пуçланă тĕслĕхсем те сахал мар. Юрать-ха, çитĕннисем вăхăтра асăрхаса пысăк инкекрен çăлса хăварма пултарнă. Енчен те вĕсем пулман пулсан мĕн патне çитесси пирки шухăшлама та хăрушă.
Çырма-çатрапа пĕве хĕрринче кĕленче ванчăкĕсем, ытти ăпăр-тапăр йăваланса выртни те инкек пулас хăрушлăха ỹстереççĕ. Ал-урана кастарасран, ỹт-пĕве амантасран сыхланмалла.
Ман шутпа, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ачасен ашшĕ-амăшне шыва кĕмелли вырăнсен йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртме паян-ыранах хутшăнтармалла, ку тĕлĕшпе субботниксем йĕркелени те вырăнлă. Ĕлĕкрех çак йăла районта çирĕп йăлана кĕнĕччĕ, ырă ĕçе çĕнĕрен чĕртсе тăратсан лайăх пулĕччĕ. Такам килсе тирпей туса парасса кĕтмелли çук, ачасем валли шыва кĕмелли шанчăклă вырăнсене хамăр вăйпа, хамăр алăпа йĕркелемелле.
Ас тăватăп-ха, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Угарин ирпе ĕç вырăнне çитиччен ача-пăча вылякан площадкăсене пăхса тухатчĕ, кашни кун тенĕ пек пĕве хĕррине çитсе кунти лару-тăрупа интересленетчĕ. Пуянкасси ял тăрăхĕн ертỹçи Аркадий Кузьмин та шыва кĕмелли вырăна çитсе ачасемпе асăрханулăх пирки тăтăш калаçнă. Палтиел ял тăрăхĕнче, Вазых Ахмеров ертỹçĕ йĕркеленипе, çу кунĕсенче пĕве хĕрринче аслисем дежурствăра тăратчĕç.
Çу кунĕсенче вут-кăвар тухас хăрушлăх та темиçе хут ỹсет. Шăрпăка ачасенчен пытармалли пирки пин хут каласан-çырсан та, ăса кĕрейместпĕр-ха. Çаплах электричествăпа газ приборĕсем те сыхă пулма ыйтаççĕ. Вут-кăварпа асăрхануллă пулмалли пирки пĕчĕккисене аслисен хытарсах каламалла, ачасем ăçта тата камсемпе çỹренине тимлĕхре тытмалла.
Хам та çичĕ мăнук кукашшĕ пулнă май, çу кунĕсенче ачасене пахчари ĕçсене (ỹсен-тăрана шăварма, çумлама, çырла татма, пан улми пуçтарма) явăçтарма тăрăшатăп. Пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленĕ чух ачасем ывăннине те туймаççĕ, кану вăхăтĕ нче кукамăшĕ пĕçернĕ апат-çимĕçе пĕр тиркемесĕр, хаваспах çисе яраççĕ.
Ачасене компьютер умĕнче нумай лартмалла мар, кĕсье телефонĕ те вăхăта ан илтĕр. Ырă та илемлĕ çу кунĕсенче вĕсем сывлăха çирĕплетме, туллин канма пултарччăр, кĕркунне çĕнĕ вăй-халпа шкула кайса лайăх пĕлỹпе савăнтарччăр.