Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ача-пăчана пулăшасси - сăваплă ĕç

Ача-пăчана пулăшасси - сăваплă ĕç

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Тĕреклĕ общество никĕсĕ вара - сывă нацире. Питĕ шел те, çуралсанах кăткăс лару-тăрăва лекнисем, сусăрсемпе йывăр чирлисем сахал мар тĕл пулаççĕ-ха пурнăçра. Çавăн пек ача-пăчана пулăшас тĕллевпе çулсеренех «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонне ирттереççĕ. Ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем марафон çỹпçине укçа-тенкĕ куçараççĕ, çавна май çăмăл мар лару-тăрури çамрăк граждансене пулăшу кỹме май туса параççĕ.

Кăçал та Чăваш Енре Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон вăй илчĕ. Ушкăн çỹпçине хальлĕхе 4 миллион тенкĕ укçа пухăннă. Комсомольски, Пăрачкав, Елчĕк, Шăмăршă, Элĕк районĕсем укçа-тенкĕ пухас енĕпе уйрăмах хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕсен тĕслĕхĕпе ытти вырăнсенче пурăнакансем те хавхаланаççĕ.

Хамăр района илес пулсан, майăн 25-мĕшĕ тĕлне пурĕ 184 пин тенкĕ укçа хывнă. Вĕренỹпе культура учрежденийĕсенче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, организацисемпе предприятисенче вăй хуракансем ыр кăмăллăхпа гражданла позицие кăтартнă.

Марафон вĕçленмен-ха, апла пулсан ачасемшĕн тумалли сăваплă ĕç тăсăлать. Хỹтлĕхсĕр, чирлĕ граждансене пулăшас текенсем татах пуласса шанатпăр.

Марафона хутшăнас шутлисем укçана фондăн расчет счечĕ çине çак реквизитсем урлă куçарма пултараççĕ (ăнланмалларах пултăр тесе вĕсене вырăсла çыратпăр):

получатель: Чувашское региональное отделение Общероссийского общего благотворительного фонда «Российский детский фонд» (сокращенно ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»);
расчетный счет: 40703810075220160067 в Чувашском отделении №8613 ПАО Сбербанка;
БИК: 049706609; К.с: 30101810300000000609;
ИНН: 2128005408, КПП: 213001001.

Укçана куçарнă чух çапла палăртмалла: «Благотворительный взнос в марафон «Именем детства, во имя детства».



06 июня 2022
08:30
Поделиться