Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçлес тесен, ĕç тупăнать

 

ĔÇЕ вырнаçасси, ĕç тупасси паянхи пурнăçра чи çивĕч ыйтусенчен пĕри . Çапах та ĕç çук тесе лăпланса лармалла мар. Пултаруллă та пуçаруллă çынсем районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пырса хăйсен ĕçне уçма шут тытнине пĕлтерсе бизнес-план тăратма май пур. Патшалăх çак документа кура центр урлă пуçламăш капитал парса пулăшать. Паллах, 58 пин те 800 тенкĕ пысăк укçах мар. Анчах пĕлсе усă курсан самаях пулăшу çакă. Кăçал районта пурăнакан 51 çын хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пултараççĕ. Пĕлтĕр хăйсен ĕçне уçнă 2 çын çумне пĕрер çын илсе ĕçлеттерме май пур. Вĕсене те çỹлте асăннă укçа тивĕçет. Центра кăçал 17 бизнес-план тăратма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çынсем мăйракаллă шултра выльăх, сысна ĕрчетме, вĕлле хурчĕсем тытма шутлаççĕ. Сăн ỹкерчĕксем хатĕрлекен салон уçас, такси пулăшăвĕ кỹрес кăмăллисем те пур.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 февраля 2011
00:00
Поделиться