Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕç династийĕ - хисепре

Ĕç династийĕ - хисепре

Майăн 1-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери ĕç çыннисен пĕршухăшлăх кунĕнче - Чăваш Енĕн тĕп хулинче ĕç династийĕсене тытса пыракансем пухăннă. Шупашкар 500 çул тултарни ячĕллĕ паркра 27 тĕрлĕ ĕç династие тытса пыракансене чаплă лару- тăрура чысланă. Вĕсен шутĕнче - учительсем, тухтăрсем, бухгалтерсем, музыкантсем, çавăн пекех промышленность предприятийĕсен, ял хуçалăх тата коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем.

- Ĕç династийĕсем - республикăмăрпа Çĕр-шывăмăр пуянлăхĕ тата тĕрекĕ. Эсир Хăвăр ĕçĕре чунтан парăнса тунипе çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăватăр, çакăнпа несĕлсене мăнаçлантаратăр, çитĕнекен ăрăва çутă тĕслĕх кăтартатăр. Ырми-канми ĕçĕршĕн - пысăк тав Сире, - тенĕ Чăваш Республики Пуçлăхĕ Олег Николаев уяв хăнисене саламланă май.

Шăмăршă муниципалитет округĕнчен уява учительсен династине сумлăн тăсакан Тамарăпа Владимир Филипповсем хутшăннă. Иккĕшĕ те Палтиел вăтам шкулĕнче ĕçлесе ят-сум илнĕ. Тамара Яковлевна Филиппова (Хапкина) 36 çул хушши математика вĕрентнĕ, «Аслă учитель» ята тивĕçнĕ, халĕ - тивĕçлĕ канура. Владимир Сергеевич 44 çул ĕнтĕ физика предмечĕпе ачасене пĕлỹ парать; вĕренỹ учрежденийĕн коллективне 13 çул хушши ăнăçлă ертсе пынă; «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ», «ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ятсем унăн вышкайсăр пысăк ĕçченлĕхĕпе профессионализмĕ пирки çирĕплетеççĕ. Филипповсен династине пуçласа яраканĕсем - Владимир Сергеевичăн ашшĕ-амăшĕ. 35 çул физика тата астрономи вĕрентнĕ, директорăн воспитани тата вĕренỹ енĕпе ĕçленĕ заместительне Сергей Петрович Филиппова Республика тата Раççей шайĕнчи Хисеп грамотисемпе, «Ĕç ветеранĕ» медальпе хакланă. Сергей Филиппов - Аслă Аттелĕхвăрçи участникĕ, Отечественнăй вăрçă орденĕн (1-степень) кавалерĕ, «За отвагу», «За боевые заслуги», «За оборону Москвы» медальсене тивĕçнĕ. Юлия Ильинична Филиппова (Козлова) кĕçĕн классене ăс панă, ун педагогикăри ĕç стажĕ - 38 çул. Владимир Сергеевичпа Тамара Яковлевнăн виçĕ ачи те педагогика енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ. Асли - Ольга Владимировна Филиппова (Ефремова) - Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрел вăтам шкулĕн акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ, регионсем хушшинче палăрнă «Халăх» ячĕллĕ ташă ансамблĕсен ăста педагог-хореографĕ. Филипповсен династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 166 çул. Филипповсен çулĕпе вуншар-вуншар çамрăк педагогикăн йывăр та пархатарлă çулне суйланă. Вĕсем вĕрентекенĕсене ĕмĕтри сăнар вырăнне хурса, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче, çитĕнекен ăрăва пĕлỹпе воспитани параççĕ.

Филипповсен çемйинче ĕçе юратни, йĕркелĕх, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшни, коллективлăх туйăмĕ малта тăрать. Педагогсен династине тытса пыракан çемье ялта та, округра та ятлă-сумлă.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
05 мая 2023
10:51
Поделиться