Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Часовня çинче - çĕнĕ купол

Часовня çинче - çĕнĕ купол

ÇВЯТТУЙ Матронăна асăнмалли кун Кивĕ Чукал масарĕнчи часовня çине ылтăнланă çĕнĕ купол вырнаçтарчĕç. Çак ĕçе йĕркелеме муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Людмила Карзанова нумай тăрăшнă. Купол туса лартма ял çыннисемпе пĕрлех урăх вырăнта пурăнакан ентешсем те укçа-тенкĕ парса пулăшнă.

Купол хĕресне Пăчăрлă Пашьел чиркĕвĕн настоятелĕ Игорь (Корчаков) иеромонах сăвапларĕ (освящение). Ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев тата Гостехнадзорăн Чăваш Республикинчи инспекцийĕн начальникĕ Владимир Дмитриев хутшăнчĕç.

Кивĕ Чукал территори уйрăмĕ купола хатĕрлеме тата вырнаçтарма пулăшнă ял çыннисемпе спонсорсене чунтан тав тăвать.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
05 мая 2023
10:47
Поделиться