Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спорт площадки тăваççĕ

Спорт площадки тăваççĕ

"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Спорт площадки _ сывлăха çирĕплетмелли тĕп вырăнсенчен пĕри. Юлашки вăхăтра пирĕн районта ăна тăвас, юсас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тунă, тăваççĕ те.

Шăмăршă ял тăрăхĕнче ку ĕç çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă район центрĕнчи Юбилей урамĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул çывăхĕнче, спорт площадки тăвас ĕç анлă сарăлнă. Малтан ку вырăна хăйăр, вак чул сарса тикĕслерĕç, бордюр турĕç. Тин кăна, чупмалли сукмака асфальт сарса пĕтерчĕç. Халĕ вара кунта тренажер вырнаçтарас енĕпе хĕрỹ ĕç пырать. Çывăх вăхăтра резина "пĕрчисене" сарса тикĕс-леме палăртнă. Проект хакĕ _ 8600000 тенкĕ. Ĕç-пуçа йĕркелесе тăваканĕ _ Д.Сапруков уйрăм предприниматель.

Август вĕçне хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен спорт площадки хатĕр пулĕ. Вăл шкул ачисемшĕн те, çитĕннисемшĕн те сывлăха çирĕплетмелли чи лайăх вырăн пуласса шанатпăр.



25 августа 2021
08:58
Поделиться