Куç тулли - илем, чĕрере - хĕлхем

Куç тулли - илем, чĕрере - хĕлхем

"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Шăмăршăри автовокзалтан Ленин урамне (район тĕп больници енне) каймалли çулăн сулахай енче тин кăна хĕрлĕ кирпĕчрен çĕкленнĕ çурт (вăл Ильбеков урамне кĕрет) тỹрех куç тĕлне лекет. Архитектура тĕлĕшĕнчен çеç мар илĕртет вăл. Илемпе хăтлăх, чуна канлĕх кỹрекен чечек тĕнчипе хăй патне туртать.

Тимĕр хỹме витĕр асамат кĕперĕн мĕн пур тĕсĕпе хĕмленекен чечексем патĕнчен иртнĕ чух кирек кам та уттине вăрахлатать е чарăнса тăрать, илем тĕнчипе киленет. Калиткене уçса кĕрсен вара хăвна çăтмахри пек туятăн. Ретĕн-ретĕн ỹсекен каллы, хризантема, петуни, гладиолус, кĕлчечек (роза), цинний, лили... ытамне лекетĕн, çут çанталăкăн ытарми илемĕн тыткăнĕнчен тухаймастăн. Чечексен ретне шит çỹллĕш пластмасс решеткепе "тытнă". Ун хĕррипе хунарсем лартса тухнă, _ тавралăх тĕттĕмленсен вĕсем тĕрлĕ çутăпа çиçсе чечек тĕнчине кăтартаççĕ. Тĕмсем хушшинчен вара "чĕр чунсем" (тăмран ăсталанă тискер кайăксем) курăнаççĕ.

Çак илем хуçи _ Венера Николаевна Семенова. Пурнăç илемне чечексенче кураканскер, вĕсене пепкене пăхнă пек пăхать. Ăçта, хăçан, мĕнле акмалли-лартмаллине, мĕн чухлĕ шăвармаллине тата епле "тăрантармаллине" веçех пĕлсе çитнĕ вăл. Вăррине хăех тăвать. Ачаллах çеçкеллĕ ỹсен-тăрана кăмăлланăскер, çанталăкăн кирек мĕнле условийĕнче те чечексене тĕрĕс пăхса çитĕнтерет. Çуллахи кунсенче хулари мăнукĕ-сем Венера Николаевнăна чечексене çумлама, шăварма пулăшаççĕ. Пĕчĕкрен çут çанталăк илемне упрама хăнăхаççĕ.



25 августа 2021
08:56
Поделиться