Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тỹрĕ линире - Раççей Президенчĕ

Тỹрĕ линире - Раççей Президенчĕ

Июнĕн 30-мĕшĕнче 12.00 сехетре Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тỹрĕ линие тухрĕ, 3 сехет те 42 минут хушшинче çĕршыври граждансен 68 ыйтăвĕ (пурĕ 2,2 млн ыйту панă) çине хуравларĕ.

Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене çынсем маларах ятарлă номерсем çине шăнкăравласа, "Мускав _ Путина" мобильлĕ приложени, "Одноклассники" тата "Вконтакте" сайтсем урлă пама пултарчĕç.

Тĕп вырăнта коронавируса хирĕç пуçарнă вакцинаци, çĕнĕ пособисем тỹлес тата апат-çимĕç хакĕсене ỹстерес ыйтусем пулчĕç. Çавăн пекех тимлĕхре çак ыйтусем пулчĕç: инфляци, экологи, социаллă сфера, Украинăпа тата АПШпа (США) хутшăнасси, банк мошенникĕсемпе кĕрешесси, социаллă сетьсен ĕçĕ-хĕлĕ, уйрăм çуртсен газификацийĕ, коммуналлă хуçалăхшăн тỹлесси, Вице-премьерсене РФ субъекчĕсен кураторĕсем тăвасси, ĕç ветеранĕсен çăмăллăхĕсем, Раççейри спорт, курортсен хакĕ, налук тỹлевĕ, хытă каяшсене вырнаçтарасси, строительство материалĕсен хакĕ ỹсни, ĕçсĕрлĕх.



02 июля 2021
14:52
Поделиться