Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кайăк хитре тĕкĕпе, хĕрарăм хитре ăсĕпе...

Кайăк хитре тĕкĕпе, хĕрарăм хитре ăсĕпе...

Карапай Шăмăршăри "Василек" ача садĕнче республикăри муниципаллă этапăн "Çулталăк воспитателĕ _2021" конкурс иртнĕ. Конкурсра шкул çулчченхи пĕлỹ учрежденийĕнчен 7 ăста педагог хутшăннă. Мероприятин пĕрремĕш турне куçăн мар майпа ирттернĕ. Унта хутшăнакансем 10 минутлăх видеоролик ỹкерсе сайт çине вырнаçтарнă, ĕç опычĕпе паллаштаракан, ăсталăха палăртакан сăн ỹкерчĕксем те лартнă.

Иккĕмĕш турта конкурс икĕ номинаципе иртнĕ: "Педагогическое мероприятие с детьми" тата "Моя педагогическая находка". Ăмăртура воспитательсем хăйсен пĕлỹлĕхне практикăра анлăн уçса пама тата пĕр-пĕрин опычĕсемпе паллашма пултарнă.

Çĕнтерỹçĕсем март уйăхĕн 9-19-мĕшĕнче республикăра иртекен "Чăваш Енри чи лайăх воспитатель - 2021" конкурсра район чысне хỹтĕлĕç.

Хисеплĕ ырă чунлă пикесем!

Сире çывхарса килекен уяв ячĕпе ăшшăн саламлатпăр! Телейлĕ кун-çул, иксĕлми телей, хурçă пек çирĕп сывлăх сунатпăр. Утас çулăр такăр, вĕçес пĕлĕтĕр уяр пултăр.

Эсир тимлĕ мăшăр та, çепĕç анне те, ăста педагог та. Сар хĕвел пек ăшă куллăрпа тунсăхлă кăмăл-туйăма та самантрах сирсе яратăр, кил-çурта савăнăçпа тултаратăр. Эсир чĕвĕлти чĕкеç чĕлхеллĕ, чечек пек хỹхĕм сăн-питлĕ пирĕштисем. Сире чун ăшшишĕн, çутă ăс-тăнăршăн, çемье тĕрекĕшĕн, пулăшса пынăшăн тавтапуç!

Эсир пуриншĕн те чи çутă тивлет, ырă шанчăк, телей. Мĕн пурăннă таран сирĕн ятăрпа мухтав юрри янратăр, тỹпери çăлтăр сирĕншĕнех йăлкăшса çутаттăр.

 



15 марта 2021
10:20
Поделиться