Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕрарăмсене чысласа

Хĕрарăмсене чысласа

Хĕрарăмсен уявĕ тĕлне Шăмăршă районĕн культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен мероприяти хатĕрленĕ. Çутçанталăкăн черченкĕ пайне халалласа савăнăçлă конкурссем, вăйăсем ирттернĕ. Чун-чĕрене хускатакан юрă-ташă янраттарнă. Шăмăршă тата Палтиел Культура çурчĕсене Шупашкарти чăваш эстрада юрăçисем те килсе çитнĕ. Уяв концерчĕ Кирилл Ермолаев депутат тăрăшнипе йĕркеленнĕ.

Пăчăрлă Пашьелĕнче "А ну-ка, все вместе" конкурс ирттернĕ, çĕнтерỹçĕсене пылак парнесемпе хавхалантарнă. Тепĕр каç сцена çине Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем тухнă, "Потерявшие сон" камит лартса панă.

"Я назову тебе радостью" уяв программи Карапай Шăмăршăри Культура çуртĕнче тата Патирек клубĕнче иртнĕ. Юрă-ташă куракансенче хаваслă кăмăл-туйăм çуратнă.

Пуянкасси Культура çуртĕнче те уяв программи хаваслă атмосферăра иртнĕ. Уявра хĕрарăмсен ячĕпе нумай ырă, тав сăмахĕсем янăранă.

Васанти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем "Нам, женщинам, есть о чем поговорить" мероприяти хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин пикесене уяв ячĕпе саламланă. Краеведени музейĕнче те уяв ăшши нумай хĕрарăм чĕрине тыткăнланă.

Районти Культура Керменĕн спортзалĕнче волейбол вăййи иртнĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем ăмăртура хĕрỹ кĕрешнĕ.

Кивĕ Чукал, Анат Чаткас Культура çурчĕсен тата Кивĕ Шăмăршă клубĕн ĕçченĕсем тĕлĕнмелле чаплă уяв программи хатĕрленĕ. Курма килнисем вĕсене тăвăллăн алă çупса йышăннă, культура ĕçченĕсене тав сăмахĕ каланă.



15 марта 2021
10:32
Поделиться