Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Малашлăхшăн тăрăшакансем пулсан ял пĕтмест

Малашлăхшăн тăрăшакансем пулсан ял пĕтмест

"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Кăçал мĕнлерех ĕçсем пурнăçламаллине Палтиел ял тăрăхĕн администрацийĕ иртнĕ çулах палăртса хунă. Вĕсем пуçару бюджетне тĕпе хурса 5 проекта конкурса тăратнă. Вĕсене конкурс витĕр кăларса ĕçе пикеннĕ, ял тăрăхне хăтлăхпа илем кĕртме пуçланă. Ялсенче тирпей-илем тăвас ĕçе те тĕпе хунă. Урамсенчи çулсене юсаса тикĕслесси те тимлĕхрен çухалман. Тумалли ĕçсем вара татах та пур. Ял пурнăçĕ çапла, хуçалăхра куллен пĕр пăта çапма тивет. Апла тумасан туни те часах ишĕлет, юхăнать. Кунти пурнăçпа, ĕç-хĕлпе паллашас тĕллевпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Феннур РАХМАТУЛЛОВПА тĕл пулса калаçрăмăр, пирĕн ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр.

_ Феннур Фазуллович, урамра кĕркунне, çулла тунă ĕçсене пĕтĕмлетме те юрать пулĕ?

_ Сисмерĕмĕр те, çулла та иртсе кайрĕ. Палтиел ял тăрăхĕ пуçару бюджечĕпе тăрăшсах ĕçлерĕ. Çакă ялсенче нумай ĕçсене пурнăçлама май пачĕ. Палтиелĕнче те, Патирекре те пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçларăмăр. Чи малтанах манăн масарсем çинче чарăнса тăрас килет. Палтиел ял тăрăхĕнче пĕлтĕртенпех масарсен сăнне çĕнетессипе лайăх ĕçленине асăнмалла. Пирĕн тĕллев тутарсен тата чăвашсен масарĕсен картисене çĕнетесси пулнăччĕ. Икĕ ялта та ку ĕçе туллин пурнăçларăмăр. Масар сăваплă та таса вырăн. Çавăнпа та ăна ялан тасалăхра та тирпейлĕхре тытмалла. Ял пурăнакансен унта кайса тирпей-илем тусах тăма тăрăшмалла. Патирекри чăваш масарĕнче çĕнĕ хурал пỹртне хăпартрăмăр. Картасене улăштарса çĕнетни те _ ырă пулăм. Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул территорийĕнче тирпей-илем тăвас ĕçсем пычĕç. Кунта харăсах строительсен виçĕ бригади ĕçлерĕ. Шкулта ача сачĕн пĕр ушкăнне вырнаçтарма 1701936,6 тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçларĕç. Ку енĕпе сахал яваплă "Алькор СЕ" общество (Шупашкар хули) тимлерĕ. Шкул таврашĕнчи лаптăка хăтлăха кĕртме 879813,70 тенкĕлĕх (республика бюджетĕнчен _ 703850 тенкĕ, Палтиел ял тăрăхĕн бюджетĕнчен куçарнă тата çынсенчен пуçтарнă укçа _ 175963,70 тенкĕ) килĕшỹ тунăччĕ. Çак ĕçсене пурнăçлаканĕ сахал яваплă "ТрейдИнвест" общество (Шупашкар хули) пулчĕ.

_ Ача садĕнчи икĕ ушкăна шкул çуртне куçарма юсав ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа ĕлкĕрнĕ-и?

_ Шкул çуртĕнче ача сачĕн икĕ ушкăнне вырнаçтарма пỹлĕмсене юсанă. Юсав ĕçĕсене Чăваш Республикин бюджетĕнчен "Муниципаллă вĕрентỹ организацийĕсене юсасси" программăна тĕпе хурса 1,7 млн тенкĕ куçарнă субсиди укçипе пурнăçланă. Район администрацийĕн бюджечĕ йывăç рамăллă чỹречесене пластиклисемпе улăштарма 600 пин тенкĕ уйăрчĕ.

_ Ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсем пурăнакан тавралăхра тирпей-илем тăвассишĕн тăрăшаççĕ-и?

_ Ял тăрăхĕнче чăвашсемпе тутарсем пурăнаççĕ. Чăвашсем чиркĕве, тутарсем мечĕте çỹреççĕ. Вĕсен кашнийĕнех кăмăл-туйăмĕ те урăхла, кашниех пурнăç çине урăхла куçпа пăхать. Çавăнпа та кашни çын патне тĕрĕс çул палăртса пĕр чĕлхе тупма тивет. Чăвашсемпе тутарсен хутшăнăвĕ аван, вĕсем килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çỹреççĕ, ушкăнпа пухăнса ĕç пурнăçлаççĕ. Тĕрĕс палăртрăр, хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра тытасси кашнийĕн тивĕçĕ. Обществăлла вырăнсенче тирпей тăвассипе ял тăрăхĕн администрацийĕн, культура ĕçченĕсем тимлеççĕ. Лавккасен таврашĕсенчи тасалăх вĕсен хуçисене пырса тивет. Çулсем хĕрринчи курăка та вăхăтра çулса тăма тăрăшатпăр. Çавăн пекех чиркỹпе мечĕтсем вырнаçнă вырăнсене те тасалăхра тытма тăрăшатпăр. Акă кăçал Патирекри мечĕт патне илсе пыракан çула тикĕслесе брусчатка сартăмăр. Ялсен сăн-сăпатне çĕнетес, илем кỹрес тĕлĕшпе сахал мар ырă ĕç туса ирттеретпĕр.

_ Ача-пăча тата спорт площадкисем пушă лармаççĕ-и?

_ Çакнашкал площадкăсем ялсенче уçăлни çынсене савăнтарать. Ачасем хăйăр çинче выляççĕ, таканкки сикеççĕ, пĕчĕк карусель çинче ярăнаççĕ. Шăпăрлансен хаваслă сасси ян та ян илтĕнсе тăрать. Хальтерех кăна уçăлнă спорт площадкăн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Ăна уçнă çĕре Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Шевлягин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хутшăннăччĕ. Çак мероприятие чаплă та савăнăçлă йĕркелерĕмĕр. Паян спорт площадкинче шкул ачисемпе çамрăксене хăйсен сывлăхне тĕреклетнине курма пулать.

_ Районти çынсене шыв ыйтăвĕ канăç памасть. Башньăсем юхăнни, юрăхсăра тухни калаçтарать. Кун пирки эсир мĕн калама пултаратăр?

_ Районта шыв башнисене улăштарасси пирки калаçу тахçанах çĕкленнĕ. Çĕнетнĕ башньăсем ĕçлеме тытăнсан хваттерсене те, учрежденисемпе организацисене те тăрă та таса шыв пырса тăрĕ. Ку ĕç пирĕн ял тăрăхĕнче те вырăнтан тапранчĕ, кăçал пĕр башьнăна тĕпрен юсаса хута ямалла.

_ Феннур Фазуллович, ял çыннисем валли Культура çурчĕсенче малашне кану каçĕсем йĕркеленĕç-и?

_ Халĕ коронавирус чирĕ сарăлнă вăхăтри чарусенчен тухса пыратпăр. Çавăнпа та халăх валли культура ĕçченĕсем мероприятисем ирттерме пуçлĕç. Палтиелĕнчи Татьяна Долгова онлайн мелĕпе иртекен конкурссемпе мероприятисене хастар хутшăнчĕ, хăйĕнпе пĕрле унта ыттисене явăçтарчĕ. Унăн тăрăшулăхне питĕ пысăк хак парас килет. Культура çурчĕн ĕçĕ яланах малтисен ретĕнче. Çакă пире савăнтарать.

_ Апла пулсан ял тăрăхĕн пуласлăхĕ пурах?

_ Малашлăхшăн тăрăшакансем, унăн аталанăвĕшĕн пурăнакансем пулсан ялсем пĕтмеççех. Халĕ ялти çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн республикăра темиçе программа та ĕçлет. Çавăнпа та ял тăрăхĕн администрацийĕпе халăх пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пурăнсан, республикăпа район ертỹлĕхĕ пулăшса пырсан веçех йĕркеллĕ пулĕ, кун пирки пĕрре те иккĕленмелле мар.



28 сентября 2020
09:58
Поделиться