Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкул ачисене - ноутбук-парне

Шкул ачисене - ноутбук-парне

"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

КĂÇАЛ шкул ачисен вĕренỹ çулĕн юлашки уйăхĕсене килтен тухмасăр, дистанци мелĕпе вĕренсе тухма тиврĕ. Паллах, çакăн валли Интернетпа çыхăннă гаджетсем (сăмахран, компьютер, ноутбук, смартфон) кирлĕ. Çемьере темиçе ача шкула çỹрет пулсан, кашнинех çак хатĕрсемпе тивĕçтерме ашшĕ-амăшне çăмăл мар.

Пысăк çемьесен умне тухнă йывăрлăхсене ăнланса, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти, РФ Çут ĕç министерстви тата Стратеги пуçарăвĕсен агенстви "Килте вĕренме пулăш" ("Помоги учиться дома") социаллă программа пуçарса янă. Ыр кăмăллăх акцийĕн тĕллевĕ: йывăр условисенче çитĕнекен шкул ачисене дистанци вĕренĕвĕ валли цифра формачĕллĕ техникăпа тивĕçтересси.

Иртнĕ эрнере пирĕн районта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кирилл Ермолаев пулчĕ, Алена Аршинова РФ Патшалăх Думин депутачĕ ыйтнипе Шăмăршăри вăтам шкул пĕтернĕ выпускника _ Константин Ефимова _ ноутбук парнелерĕ. Вĕсем çемьере пĕр харăс тăваттăн дистанци мелĕпе "уроксенче" ларчĕç, киле панă ĕçсене пурнăçларĕç. _ Çак ноутбук сана малашне аслă шкулта пĕлỹ илме пулăштăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтỹсене пурнăçлама май патăр, _ терĕ Кирилл Владимирович, йышлă тата тулли мар çемьери 3-мĕш ачана парне панă май.

Çавăн пекех вăл унăн амăшне _ Лариса Харитоновнăна _ маттур ывăл çитĕнтернĕшĕн тав турĕ. Сăмах май, Константин _ вĕренỹре те, спортра та пултаруллă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов вара РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене ыр кăмăллăхшăн тав турĕ, çакнашкал парнесем маттур ачасем валли татах пуласса шанни çинчен пĕлтерчĕ.

Г.НИКОЛАЕВА.



22 июля 2020
08:19
Поделиться