Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Савăнтартăр чунăма тăван ен

Савăнтартăр чунăма тăван ен

Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ТЕРРИТОРИ ÇĔНЕЛНĔ

МĔН каласан та, таса та тирпейлĕ картише пырса кĕме кăмăллă. Ун пек чухне чун-чĕре хĕпĕртет, кăмăл-туйăм çĕкленет. Халĕ район больницин территорине çитсен те çакна каламалла. Унăн таврашне çĕнĕ сăн кĕртес тесе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ.

Кирпĕчрен купаланă юписем чалăшнă, кивелсе сăнсăрланнă картана тĕппипех сỹтсе урăххипе, хальхи вăхăтпа килĕшсе тăраканниипе тытса çаврăннă. Шăтса-ванса пĕтнĕ машинăсем çỹрекен çула юсаса çĕнĕрен сариччен бордюрсене улăштарнă. Шăтăк-путăклă çулпа васкавлă пулăшу машинисене те ярăнма кăмăллах марччĕ, шалта ларса пыракан чирленĕ çыншăн пушшех те кансĕрччĕ. Тротуарсем те больница ĕçченĕсене те, сипленме пыракан çынсене те пайтах тарăхтарнă, утнă чухне такăнтарнă. Çакна та шута илнĕ, сукмаксене брусчатка сарса тикĕслесе тухнă. Пĕтĕмĕшле ĕçсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 8 млн та 574 пин те 711 тенкĕ уйăрнă.

Паллах, больница ĕçченĕсем строительство ĕçĕсемпе кăна лăпланса лармаççех. Чăннипех те территорие лайăххисен шутне кĕртес тесен илемлĕ чечек клумбисем янтăламалла. Саксем вырнаçтарасси пирки шутласа пăхни те ытлашши пулмĕ.

ШЫВСĂР ПУРНĂÇ ÇУК

ÇАКĂНПА пурте килĕшеççĕ. Шывсăр нимĕнле ĕç пуçласси пирки те шутламалли çук. Çакна пуçлăхсем те питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Районта çынсене пахалăхлă шывпа тивĕçтересси тивĕçлĕ шайра тесе калаймастăн. Совет саманинче вырнаçтарнă башньăсен срокĕсем тухнă, вĕсем хăйсен ĕмĕрĕсене ĕçлесе ирттернĕ.

Районта шыв башнисене модернизацилесси тата улăштарасси пирки калаçу тахçанах çĕкленнĕччĕ. Район администрацийĕнчи ертỹлĕх пĕлтернĕ тăрăх, çĕнетнĕ башньăсем ĕçлеме тытăнсан хваттерсене те, учрежденисемпе организацисене те тăрă та таса шыв пырса тăрĕ, крансенчен малтанхи пек тутăх та шăршлă шыв юхмĕ. Çакă çынсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма та май парĕ.

Сăмахпа каланине ĕçне туса çирĕплетмелли кăна юлнă. Вăхăт çитрĕ, çивĕч тăракан ыйту патне çитсе районти ялсенчи 15 шыв башнине тĕпрен çĕнетес, юсас тĕлĕшпе район администрацийĕ конкурса хутшăннă. Веçех йĕркеллĕ килсе тухсан, пĕр тăхтаса тăмасăр ĕçсене пуçăнĕç, районти халăха таса шывпа туллин тивĕçтерме тытăнĕç.

ИЛЕМЕ ЧУНПА ТУЯТЬ

Таса та тирпейлĕ пахча курсан чун савăнать, илемрен куç каймасть.

Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ çуллахи кунсенче ларса-тăма пĕлмеççĕ, вĕçĕмсĕр пахчара тăрмашаççĕ: йывăçсемпе тĕмсене кăпкалатаççĕ, йăрансене çумран тасатаççĕ е чечексемпе аппаланаççĕ. Ĕçшĕн хыпса çунакан çын хушасса кĕтсе тăрать-и вара? Шăмăршăра пурăнакан Любовь Козлова чечексене питĕ юратать, çавăн пекех унăн пахчинче юмахри сăнасене те курса тĕлĕнме пулать. Вăл кашни чечекех мĕнле пăхмаллине, хăçан тата хăш вăхăтра куçарса лартмаллине, вĕсен уйрăмлăхĕсене питĕ аван ăнкарать.

Пахчари ĕçе вăл яланах хаваспа пуçăнать. Çеçкесене çупăрласа ачашлать, вĕсемпе сăмах хушать. Лешсем те ăна ăнланнă пек çил вĕрнĕ май хумханса илеççĕ. Вун-вун тĕслĕ чечек кулленех хуçисен тата иртсе çỹрекенсен куçĕсене савăнтарать.



09 июля 2020
14:14
Поделиться