Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи кирли - ял çыннипе пĕр-пĕрне ăнланса пурăнасси, ĕçлесси

Чи кирли - ял çыннипе пĕр-пĕрне ăнланса пурăнасси, ĕçлесси

"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ЧУКАЛ ял тăрăхĕ район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă. Çав енче пурăнакансем Шăмăрша вăр-вар килсе каяймаççĕ, çула тухма маларах палăртса, хатĕрленсе хураççĕ. Ытти ялсенчи пекех кунта та пурнăç хăй еккипе пырать. Çынсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, улма-çырла пуçтараççĕ. Кунти пурнăçпа, ĕç-хĕлпе паллаштарма ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Геннадий Чугуновпа çыхăнса калаçрăмăр.

_ Юлашки çулсенче ялсенче яка та тикĕс çул тăвассишĕн сахал мар тăрăшма тивет. Сирĕн ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

_ Урамсенче те, ял çумĕнче те лайăх çул пулни водительсене кăна мар, çуран çỹрекенсене те савăнтарать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "О реализации на территории Чувашской Республики проектов развития общественной инфраструктуры, основанных на местных инициативах" Указне тĕпе хурса Чукал ял тăрăхĕн администрацийĕ проект хатĕрлесе конкурса хутшăнчĕ. Проекта ăнăçлă хỹтĕлесе Çĕнĕ Чукал масарĕ патне илсе пыракан çула тикĕслесе якатма май тупăнчĕ. Паллах, республика куçарнă 442000 тенкĕ çумне вырăнти бюджетран _ 71094,58, çынсенчен пухнă 39600 тенкĕ-шер хушса ĕçе пурнăçларăмăр. Сахал яваплă "Строитель плюс" общество çул-йĕр ĕçне пахалăхпа тата вăхăтра туса ирттерчĕ. Çак организаци халĕ ача-пăча тата спорт площадкисем тăвассипе тимлет. Унăн хакĕ _ 1832 пин тенкĕ.

_ Çĕнĕ Чукал масарĕ пирки калаçрăмăр. Ытти ялсенче те улшăнусем пурах пулĕ?

_ Масарсем пирки пĕр самант та манма юрамасть. Унта кашни çыннăн çывăх тăванĕсем яланлăхах канлĕх тупнă. Çавăнпа та вĕсене тирпейлесе пăхса тăрасси кашнийĕн тивĕçĕ. Акă çĕр пичĕ çинчен çухалнă Никишино ялĕн масарне çĕнетрĕмĕр. Çакна тума халăх хастар хутшăнчĕ, кам мĕнпе пулăшма пултарчĕ, хăйĕнчен мĕн кирлине веçех турĕ. Унти масара хăтлăха кĕртме те пуçару бюджечĕпе усă куртăмăр. Ĕçсене туса ирттерме пурĕ 334840 тенкĕ (республика бюджетĕнчен _ 267900, ял тăрăхĕн бюджетĕнчен _ 40040,72, çынсем пуçтарнă укçа _ 27000 тенкĕ) кайнă. Халĕ масар çĕнĕрен тытса çаврăннă картапа савăнтарать. Паллах, масар çинчи çỹп-çапа тиесе турттарса тухма çынсем хăйсен техникисемпе тивĕçтерчĕç. Пĕр ĕçе те пĕччен пуçăнса вĕçне çитерме çук. Çавăнпа та "ниме" тенине пирĕн манмалла мар. Йышпа тунă ĕç курăмлăрах та пахалăхлăрах пулса тăрать. Ял тăрăхĕнче тума палăртнă ĕçсене пурнăçлама пурин те хутшăнсан тем пекех лайăх пулмалла.

_ Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине мĕнлерех хатĕрлентĕр?

_ Çĕнтерỹ кунĕ чи чаплă уявсенчен пĕри шутланать. Ытти çулсенче майăн 9-мĕшне чаплăн уявлаттăмăр. Кăçал коронавирус чирне пула çынсен килĕсенче ларма тиврĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ мĕн май килнĕ таран уяв сăнне кĕртме тăрăшрĕ. Вăрçăра пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă Çĕнĕ Чукалти палăка тĕпрен юсарăмăр.

_ Геннадий Петрович, ялти культура "вучахĕ" сỹнмест-и?

_ Культура _ çынна аталанма пулăшать. Çавăнпа та ялти Культура çуртне юсавлăхра тытасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Кунта килсе çỹрекен çынсен тасамарлăхпа тирпейсĕрлĕхе курса кăмăлĕсем ан пăсăлччăр тесе тăрăшатпăр. Кăçал çуртри стенасене якатса-тикĕслесе, сăрласа йĕркене кĕртнĕ, карăнчăк (натяжной) мачча тунă, электропроводкăсене улăштарнă.

_ Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитни пирки те асăнса хăварар-ха...

_ Хам чăваш пулса çуралнăшăн пĕтĕм чун-чĕререн савăнатăп, хам пурăнакан республика аталанса пынăшăн хĕпĕртетĕп. Чăваш Енпе пĕрлех хамăр район, ял тăрăхĕ те малалла пысăк шанăçпа утать. Ял библиотекинче çак уява халалласа, самоизоляци вăхăчĕ тытăниччен куравсем, "çавра сĕтелсем" тăтăшах йĕркелерĕç. Районти "100 çуллăх марафонне" те хастар хутшăнтăмăр, хамăр чăваш пулнине ĕнентерме пултартăмăр.

_ Ял çынни хăй пурăнакан вырăнта тирпей-илем тума тăрăшать-и?

_ Кил-çурт таврашĕнче тирпейлĕхпе тасалăх пулмаллине пурте пĕлетпĕр. Анчах хăшĕсем çакăн çине сỹрĕккĕн пăхаççĕ, тирпей тăвас ĕçе питех сиксе ỹкмеççĕ. Хытă йышши каяша контейнерсене кăларса пăрахма хăнăхса çитрĕмĕр темелле, анчах уншăн тỹлеме васкамаççĕ. Ялсенче субботниксем йĕркелесех тăратпăр, ял тăрăхĕн территорине тасалăхра тытма тăрăшатпăр.

_ Геннадий Петрович, кăçалхи çул сирĕншĕн тепĕр паллă пулăмпа та палăрса тăрать, эсир çуралнăранпа 55 çул çитрĕ. Çак паллă кунпа, каярах пулсан та, сире саламлатпăр, малалла та пуçаруллă та ăнăçлă ĕçлесе пыма çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.

_ Саламшăн тавах. Арçыншăн 55 çул пĕлтерĕшлех мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн канса ларма вăхăт сахалтарах, ялан ĕçе васкамалла, кулленех тĕрлĕ ыйтусене уçăмлатмалла, çитменлĕхсене пĕтермелле, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла. Пирĕн ĕçре чи кирли _ ял çыннипе пĕр-пĕрне ăнланасси, пĕр чĕлхе тупса пурăнасси, ĕçлесси. Çакă пурнăçланса пырсан çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсем патне те çитме пулать.



09 июля 2020
14:21
Поделиться