Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Владимир Денисов: "Сыхă та асăрхануллă пулмалла"

Владимир Денисов: "Сыхă та асăрхануллă пулмалла"

Тăвансем, çурхи хĕвел хĕртсе пăхнă чух килте ларма çăмăл мар. Анчах та чир ан сарăлтăр тесен ларма тивет. Унсăрăн чир çав тери хăвăрт сарăлма пултарать. Кăна Мускав тĕслĕхĕнче те куратпăр. Унта куллен çĕршер мар, пиншер çын чирле пуçларĕ.

Коронавирус никама та хĕрхенмест, çав шутра çамрăксене те. Эпĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ, район çыннисене килте ларма чĕнсе калатăп, мĕншĕн тесен халĕ коронавирус хăвăрт сарăлас хăрушлăх пысăк. 2-3 эрне килте ларасси çăмăл мар, анчах та май пур таран нумайрах килте лармаллах. Урама хăрамасăрах тухма пулать тени пысăк йăнăш. Ытларах çакă 65 çултан иртнисене пырса тивет. Çамрăксен чир симптомсăр е çăмăлрах иртнине палăртаççĕ. Анчах кун пек çын та тепĕр 3 çынна чир ертме пултарать. Çавăнпа та пурин те сыхă та асăрхануллă пулмалла.

Килте ларма нумайăшне йăлăхтарчĕ пулсан та чăтмах тивет. Мĕншĕн тесен коронавирусăн пикĕ Раççее, çав шутра Чăваш Ене те, çитмен-ха.

Чир сарăлас хум Мускавран регионсене куçнине Раççей Президенчĕ В.Путин та каларĕ. Çавăнпа профилактика мерисене хальлĕхе çăмăллатма пултараймастпăр-ха. Район çыннисене официаллă майпа чĕнсе калатăп, ку вăл йăлтах сирĕн сывлăха упрас тесе йышăннă мера. Мĕншĕн тесен инфекци ернĕ кашни çын ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Пика çитиччен нумай вăхăт иртессине специалистсем çирĕплетеççĕ. Çавăнпа профилактика мерисем мĕн чухлĕ çирĕпрех, çавăн чухлĕ сахалрах çухатусем пулĕç тесе пĕлтересшĕн.

Ентешсем, хăвăра упрăр, профилактика мерисем çинчен ан манăр. Пурте правилăсене пăхăнса пурăнсан кăна коронавирус инфекцине парăнтарма пултарăпăр. Çак лару-тăрура халĕ мĕн тăвас килни çинчен мар, хамăра, çывăх çыннăмăрсене упрасси тĕпре пулмалла. Сыхă пулăр, хăвăра йĕркеллĕ тытăр.



23 апреля 2020
15:27
Поделиться