"Тăшман вăрă-хурахне тĕппипех аркатăпăр..."

"Тăшман вăрă-хурахне тĕппипех аркатăпăр..."

ЭПИР _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнисем _ нумай-нумай фронтовика палланă, çак паттăрсемпе юнашар ĕçленĕ, вĕсен чуна çỹçентерекен аса илĕвĕсене çăвара карсах итленĕ.

Пирĕн редакцире ветерансем чи хисеплĕ çынсемччĕ. Кузьма Семенович Смирнов редактор, акă, 1945 çулта Мускавра ирттернĕ Çĕнтерỹ Парадне хутшăннă. Сергей Арсентьевич Павлов корреспондент çĕршывăн тĕп хулине тăшманран хỹтĕленĕ, авиаци полкĕнче службăра тăнă. Пĕррехинче И.В.Сталинăн ывăлĕпе _ Василийпе _ тĕл пулни çинчен питĕ интереслĕ каласа паратчĕ. Василий Иосифович çар аэродромĕнче шỹтлесе çамрăк чăваш каччинчен туртмалли ыйтнă иккен. Сергей Павлов рядовой тăруках çухалса кайнă, унтан хăй пирус-чикарккă таврашне пачах та туртманни çинчен пĕлтернĕ.

"Япăх салтак!" _ тенĕ те йăл! кулса Сталин ывăлĕ, малалла утнă.

Сергей Арсентьевич Хусана _ Василий Сталин генерал-лейтенанта пытарнă масар çине _ кайса курма ĕмĕтленнĕччĕ. Шел, ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймерĕ.

Ялхуçалăх пайне Антон Никандрович Шамеев фронтовик ертсе пыратчĕ. Пире _ çамрăксене _ пурнăç çине тимлĕ пăхма, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă кашни çыннах хисеплеме хушатчĕ.

Редактор заместителĕ Николай Осипович Падиаров вăрçă çулĕсенче район хаçатне редакциленĕ, хĕрỹ сăмахпа, çулăмлă чĕлхепе тыл ĕçченĕсене фронта пулăшма хавхалантарнă.

Вăрçă ачисем _ Арсений Васильевич Бараев, Василий Федорович Чураков, Ольга Николаевна Чуракова (Драгунова) _ чунĕсене ыраттарса тылри йывăр пурнăç çинчен кала-кала паратчĕç. Арсений Бараев вăрçăра тетĕшне _ паллă поэта Владимир Сĕрккене _ çухатнă. Василий Чураков та ашшĕне фронтран кĕтсе илеймен.

Петр Иванович Фоминăн та, Геннадий Семенович Смаевăн та ашшĕсем вăрçăра тăшманпа çапăçнă, наградăсене тивĕçнĕ. Манăн атте те _ Михаил Саландаев аслă сержант _ фронтра разведчик пулнă, 1945 çулта Мускаври Çĕнтерỹ Парадне хутшăннă. Геннадий Смаев унпа питĕ туслăччĕ. Шел, атте каласа панисене магнитофон ленти çине çырса ĕлкĕреймерĕ.

Аслă Çĕнтерỹ 30 çул тултарас умĕн _ 1975 çулта _ район хаçачĕ фронтовиксемпе тыл ветеранĕсем çинчен кашни номерте тенĕ пекех статьясемпе тĕрленчĕксем пичетлесе пычĕ. Вырăнти радиопа та вăрçă паттăрĕсем сăмах илетчĕç. Геннадий Смаев радиоорганизаторпа иксĕмĕр ялтан яла, урамран урама çỹресе ветерансемпе тĕл пулаттăмăр. Петр Фомин журналист хăйсен ялĕнчи кашни фронтовик çинченех хаçатра çырса кăларчĕ. Владимир Михайлов, Иван Медведев журналистсем те каярахпа вăрçă ветеранĕсен паттăр кун-çулĕпе вулакансене паллаштарсах тăчĕç.

Пĕррехинче эпĕ Геннадий Семеновича фронтран янă салтак çырăвĕсемпе ятарлă передача йĕркелеме сĕнтĕм. "Шăмăршă калаçать" (хамăр хушăра шỹтлесе Смаева çапла чĕнеттĕмĕр) тỹрех килĕшрĕ. Вара эпĕ хаçатра пĕчĕк статья çырса пичетлерĕм, килте упранакан салтак çырăвĕсене редакцине илсе килме ыйтрăм. Пуçланчĕ вара хĕрỹ ĕç: хăшпĕр кун икĕ-виçĕ çыру та илсе килетчĕç. Тексчĕсене кĕскен çырса юлнă хыççăн çырусене каялла парса янă. Хаклă япалана çухатма юраман. Нумайăшне хаçатра пичетленĕ, радиопа вуласа панă.

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчи Каримовсем мана хăйсен çывăх çынни _ Петр Петрович Каримов кĕçĕн сержант _ 1944 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче янă çырупа паллаштарчĕç.

"Хаклă çемье! _ çырать Петр. _ Атте, анне, йăмăк, Санькка, Миххал шăллăм! Чăн малтанхи йĕркеренех фронтран янă вĕри салама йышăнсамăр.

Кĕскен хам çинчен: хальлĕхе аванах пурăнатăп, фронтра нимĕç фашисчĕсене тĕп тăватăп.

Эпир Польшăна та çитрĕмĕр ĕнтĕ, чикĕ урлă каçса Варшава патне çывхарса пыратпăр. Пин-пин фашиста "леш тĕнчене" ăсатрăмăр. Хам миçе фашиста вĕлернин шутне те манса кайрăм ĕнтĕ. Икĕ хутчен амантăм, кăштах сипленсен каллех строя тăтăм.

Нумай та вăхăт иртмĕ, Германи чикки урлă каçса Берлина çитĕпĕр, тăшман вăрă-хурахне тĕппипех çапса аркатăпăр..."

Шел, çак çыру Петр Каримовшăн юлашки пулнă, 1944 çулхи августăн 1-мĕшĕнчи хаяр çапăçура _ çыру çырнă хыççăн пилĕк кунтан _ тăшман пульли ăна вилмеллех амантнă. Паттăр кĕçĕн сержанта Польша çĕрĕ çинчи тăванла масара пытарнă.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, Польша çĕрне фашизм пусмăрĕнчен ирĕке кăларас тесе 600 пин ытла совет салтакĕпе офицерĕ вилнĕ. Çакă чуна ыраттарать тата хытă тарăхтарать: паянхи Польша пуçлăхĕсем Хĕрлĕ Çар салтакĕсене "оккупантсем тесе айăплама пăхаççĕ, çавна май вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксене тата тăванла масар çинчи хĕрессене çĕмĕрме хушаççĕ. Раççее хирĕçле пуçарусене Европарламент татăклăн сивлеменни те хытă пăшăрхантарать.

Варшавăна фашистсен аллинчен ирĕке кăларнăранпа 75 çул çитнине чысласа, çак кунсенче Мускавра салют панă, 3 пине яхăн фейерверк каçхи тỹпене çутатнă.

Историе манма юрамасть, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа çапăçса вилнисен ырă ячĕсене пирĕн халăх ĕмĕр-ĕмĕрех асра тытĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



18 марта 2020
08:38
Поделиться