Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял старости пысăк ĕмĕтсемпе пурăнать

Ял старости пысăк ĕмĕтсемпе пурăнать

"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Чунпа парăннă çын кăна çуралса ỹснĕ кĕтесшĕн, тăван ялшăн çунать. Вăл аталантăр тесе ăнтăлать. Унăн пуласлăхне лайăх енчен кăна курма тăрăшать. Пĕр-пĕр ĕç пуçарса хăйĕн валли киленĕç тупать. Çав хушăрах ял-йыш пирки те манмасть.

Кахăрлă Шăхаль ялĕн старостине Юрий Осипова чăннипех те çакнашкаллисен шутне кĕртес килет. Вăл нихăçан та вăхăтне ахаль ирттермест. Кил хушшинче пĕр вĕçĕмсĕр тăрмашать, урлă выртана тăрăх çавăрса хурать. Ун пеккисене ылтăн алăллă çын теççĕ. Вăл тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Унăн аллинче пуртă-пăчкă вылянса кăна тăрать. Ытти платник ĕç хатĕрĕ те уншăн ют мар. Пĕчĕкренех йывăçран тĕрлĕ ăпăр-тапăр касса кăларма вĕреннĕскер, паян та хăнăхнă ĕçĕнчен хăпаймасть. Кил таврашне вырнаçтарма кăна мар, тăван-пĕлĕшĕпе тус-юлташĕ валли те япаласем хатĕрлет. Хăй аллипе ăсталанă сĕтел-пукан, силленсе лармалли кресло мĕне тăраççĕ. Е тата йывăçран касса кăларнă шахмат фигурисемпе хăми мĕнешкел? Çакăн пек хаклă парне хатĕрлесе вăл хăй вĕреннĕ шкула та савăнтарнă. Килте тепĕр шахмат комплекчĕ те хăйĕн хуçине кĕтсе ларать.

Юрий Леонтьевич ỹсен-тăранпа чечексене те кăмăллать. Çаплах вăл тухăçлĕ пахча çимĕç çитĕн-терсе илессишĕн тимлет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăй аллипе пысăк теплица туса лартнă. Çакăн пек теплица ялта урăх çук, унăн тăршшĕ _ 18,5, сарлакăшĕ _ 5,5 метр. Унта мĕн кăна çитĕнмест-ши? Сутмалăх помидор-купăста калчи те ỹсет. Паллах, мăшăрĕн Альбина Ивановнăн, Мускава ĕçлеме çỹрекенскерĕн, киле таврăнсан канăç çук. Туса илнĕ пахча çимĕçе ĕçе кĕртмелле-çке: хĕл валли помидорпа хăяра хупмалла, купăста тăварламалла, салатсем хатĕрлемелле... Осиповсене пурăна киле пĕр теплица кăна сахал пек туйăннă. Вара пĕчĕкреххине вырнаçтарнă. Вăл та илемшĕн кăна лармасть, унта та темĕн те ỹссе çитĕнет.

Кил хуçин тепĕр ăсталăхĕ пирки те асăнса хăварар-ха. Юрий Леонтьевич картишне е ун умне саракан плитка-брусчатка хатĕрлет. Çак çăмăл мар ĕçре вăл пĕчченех тăрмашать. Туянас шутлă çынсем пулсан, вĕсем валли те хаваспах туса парать.

Осиповсем Кахăрлă Шăхаль ялĕнче чи нумай сурăх усракансем. Çавăн пекех качакасем те пур. Вĕсен картишĕнче чăх-чĕп те йышлă.

Хальхи вăхăтра ял старости Кахăрлă Шăхаль ялĕн масарне çĕнĕ сăн кĕртессишĕн ял çыннисенчен укçа-тенкĕ пуçтарас тĕлĕшпе чупать. Юхăннă хапха-картана, хурал пỹртне юсасчĕ тесе хĕмленет. Унăн пуçарăвне ял-йыш ырласа йышăннă. Юрий Леонтьевич масара тасатнă чухне те ертсе пыракансенчен пĕри. Вăл хăйĕн машинипе çỹп-çапа тиесе тухать.

Кунта пурăнакансем Кахăрлă Шăхаль ялĕн ятне пĕлтерекен хăма-стела хăçан пулнине те маннăччĕ. Юрий Осипов ял-йышпа канашласа çак ĕçе пурнăçлассине хăй çине тиенĕ тесен те йăнăш пулмасть. Ял ячĕн стелине вырнаçтарнă чухне Н.Афанасьевпа Н.Иванов унăн пулăшуçисем пулнă.

Ял старости мал ĕмĕтпе малаллах тăрмашать. Ĕмĕчĕсем вара чăннипех те унăн пысăк. Вĕсем яланах пурнăçланса пыччăр. Пуян чун-чĕреллĕ Юрий Осиповра ял аталанăвĕшĕн тăрăшасси те ан иксĕлтĕр

А.МИХАЙЛОВ.



15 марта 2020
08:43
Поделиться