Кашни ỹкерчĕк - чĕрĕлĕх çути...

Кашни ỹкерчĕк - чĕрĕлĕх çути...

ИРТНĔ эрнекун Улатăр хулинче "Ĕненекенсем" фотокурав уçăлчĕ. Ăна "Фома" православи журналĕ йĕркеленĕ. Турра ĕненекенсем, ырра шанса пурăнакансем валли хатĕрленĕ курава Улатăрти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче чаплă лару-тăрура уçрĕç.

Залра _ христиансен пурнăçне сăнлакан пысăклатнă сăн ỹкерчĕксем. Сивĕ тундрăра та, вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕс хĕрринче те, шăрăх регионсенче те _ пур çĕртен те пирĕн çине пурнăç тути-масине самаях астивнĕ, ăшă кăмăллă çынсем пăхаççĕ. Вĕсен ĕненĕвĕ, савăк кăмăл-туйăмĕ курава хутшăннă çынсем çине те куçнăн туйăнать. Пурнăç пĕлтерĕшĕ кашнийĕн шухăш-кăмăлĕнчен, умра лартнă тĕллевсенчен килет. Ырри çумне ырриех хутшăнать. Сăн ỹкерчĕксене васкамасăр тинкернĕ майăн çапла ăнлантăм куравăн тĕп шухăшне. Ырă ĕçсен çăлкуçĕ вара _ ĕненỹ. Çакна Улатăр епархийĕн ача-пăча хорĕ те хăйĕн илемлĕ те чуна пырса тивмелле православи юррисемпе, "Минутная история" мультимедиа проекчĕ те çирĕплетсе тăчĕç.

Курава уçма Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор, хула пуçлăхĕ Владимир Степанов, муниципалитетри депутатсен корпусĕн председателĕ Николай Зайкин, Улатăр хула администрацийĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата туризмпа архив ĕçĕн пайĕн ертỹçи Ирина Благовидова хутшăнчĕç, ăна курма пуçтарăннисене саламласа ăшă сăмахсем каларĕç, яланах ыррине шанса пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç. Улатăр епрахийĕн миссионерсен пайĕн председателĕ Сергий атте Турра ĕненекенсене ырă сунса çывăх çынсене пулăшса пыма, тăван çĕре юратма, ăна упрама чĕнсе каларĕ, тĕлĕнсе каймалла илемлĕ сассипе патриот юррисем шăрантарчĕ. Çавăн пекех арçынсен квартечĕ те, ачасен хорĕ те куракансене юрă хыççăн юрă парнелерĕç, чун-чĕрене тыткăнларĕç, çепĕç туйăмсемпе пуянлатрĕç...

Выставкăра пулнă хыççăн республикăн тĕрлĕ районĕсемпе хулисенчен килнĕ делегацисем Улатăр хулин уйрăмах паллă вырăнĕсемпе паллашрĕç, православи храмĕсене çитсе курчĕç.

Улатăртан чĕрĕлĕх вăй-хăвачĕ илсе, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр.

Г.ИВАНОВА.



24 октября 2019
08:51
Поделиться