Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Валерий ЯКОВЛЕВ:«Шăмăршă çĕрĕсĕр пурăнайман пулăттăм...»

Валерий ЯКОВЛЕВ:«Шăмăршă çĕрĕсĕр пурăнайман пулăттăм...»

Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Пурнăçне ĕмĕрлĕхех Чăваш наци искусствипе çыхăнтарнă Ентешĕмĕр Валерий Николаевич Яковлев - кăçалхи сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Сумлă юбилее вăл çак кун тăван район çыннисемпе паллă турĕ. 

...Шупашкартан килсе çитнĕ делегаци (пуçлăхсем, артистсем, Чăваш телерадиокампанийĕн МИХ ĕçченĕсем малтанах Виçпỹрт Шăмăрша - РСФСР тата СССР халăх артисчĕн тăван ялне - çул тытрĕç. 

Çуралнă килĕ умĕнче Валерий Николаевич ял-йышпа тĕл пулчĕ, ачалăхне аса илчĕ, Кану паркне çавăрнă анкартинче тăван çут çанталăк илемĕпе киленчĕ... 

18 сехет тĕлне районти Культура керменне халăх лăк тулли пухăнчĕ. Фойене вырнаçтарнă фотогалерейăпа кăсăкланчĕ. Раççей тата тĕнче шайĕнчи премисен лауреачĕн пултарулăхне тата уйрăм спектакльсенчи эпизодсене евĕрлекен сăн ỹкерчĕксемпе кăмăл туллин паллашрĕ. 

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артистне, илемлĕх ертỹçине, тĕп режиссерне, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинне залри халăх ура çине тăрса, нумайччен тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Районти культура сферин ĕçченĕсем юмахсенчи персонажсен тумĕпе «Мы бродячие артисты» юрра шăрантарчĕç. Культура керменĕ çумĕнчи ташă кружокĕн чиперккисем вара акробатика тата ташă элеменчĕсемпе чун-чĕре хĕлĕхне хускатрĕç. Савăнăçлă та хумхануллă самант! 

Саламсем нумай пулчĕç.Район пуçлăхĕ М.Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов чăваш наци искусствин аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн юбиляра Тав çырăвĕпе, Хисеп грамотипе наградăларĕç. Владимир Васильевич район çыннисен ячĕпе В.Н.Яковлевпа унăн мăшăрне Нина Михайловнăна - РСФСР халăх артисткине - икĕ ярăнкăч-кресло парнелерĕ. Ĕçрен пушаннă самантра ларса канмашкăн. 

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ К.Павлов юбиляр ĕçĕн вышкайсăр пысăк сумлăхне, нимпе хаклама май çук пултарулăхне палăртрĕ. 

Вырăнти паллă драматург, ЧР тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ Н.Угарин тĕп режиссера хăйĕн драмисене сцена çине кăларма пулăшнăшăн тав турĕ. «Эсир лартнă кашни спектакль Чăваш наци искусствин ылтăн çỹпçине кĕрсе юлнă», - çирĕплетрĕ вăл. 

В.Львова ертсе пыракан «Çăлтăрчăк» ача-пăча халăх театрĕн саламĕ те хăйне евĕрлĕх кỹчĕ. Юмахри сăнарсем аслă Юлташне сума сунине шỹт-юрă урлă çитерчĕç. 

Виçпỹрт Шăмăршăри «Сурпан» фольклор ушкăнĕ тăванлăх юррисемпе, «Аххаяс» ташшипе Валерий Николаевичăн чун-чĕрине хускатрех пулĕ. Чăн-чăн артистла, чăн-чăн тăванла тытрĕç хăйсене Яковлев ентешĕсем - Валерий Николаевича юратни-хисеплени вĕсен кашни хусканăвĕнчех сисĕнчĕ. Çакăнтан пысăк чыс пурах-ши?! 

Амăш енчен тăванĕсем - Юмановсем ăшшăн саламлани, вĕсем килти музейра несĕл йывăççипурри çинчен пĕлтерни хаклă парнерен те паха-тăр Валерий Николаевичшăн. 

Чăваш академи театрĕн директорĕ Ю.М.Владимиров В.Н.Яковлевăн пултарулăхне йĕрленĕ май çакна пĕлтерчĕ: Валерий Николаевич 60 (!) çул хушши (çав шутра 40-шĕ режиссурăпа çыхăннă) тимленине палăртрĕ. Тĕлĕнмелĕх те, мăнаçланмалăх та пур! Юрий Мефодьевич Ентешĕмĕр кирек мĕнле шайри конкурссенче те малти вырăнсене йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Шупашкар юбилейне паллă тума та темиçе хутчен Яковлев режиссер тỹпе хывни çинчен каларĕ. 

Ю.Владимиров тĕрлĕ çĕртен янă саламсемпе паллаштарчĕ. Вĕсен шутĕнче Мускавран çитни те пур. Ăна Раççейри театрсен пĕрлешĕвĕн председателĕ А.Калягин янă. Мĕн тери пысăк чыс ку! 

Театрта пĕрле ĕçлекен çамрăк артистсем - Чăваш патшалăх культура институчĕн выпускникĕсем - «Пусть говорят» «телепередача» урлă саламлани питех те вырăнлă пулчĕ. Вĕсем ертỹçĕн ĕçри çирĕплĕхĕ, професси ăсталăхĕ çинчен шỹтлĕ юрăпа ăнлантарчĕç. 

Юбиляр саламсемшĕн тав тунă май ентешĕсене çапла каларĕ: «Шăмăршă çĕрĕсĕр эпĕ вăй илмен пулăттăм, нумай ĕç тăвайман пулăттăм. Мана эсир хăват паратăр. Халăхшăн татах ĕçлесчĕ, пурăнасчĕ». 

Çапла, тăван çĕр çеç пире çунат сарса тĕрекленме май парать, халăхшăн усăллă Çын пулма пиллет. Пĕчĕк Тăван çĕршыв, çут тĕнче пилленĕ ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем шăпах Валерий Николаевич Яковлева республикăмăршăн, Раççейшĕн сумлă ĕçшĕн вăй хума вĕрентнĕ те. 

Эпир пултаруллă, чăн-чăн Çыннăмăрăн пархатарлăхĕ умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Тăван халăх мерченĕсене - йăли-йĕркине, юрри-ташшине - Виçпỹрт çĕрĕнчен пуçласа тĕнче хапхи умне çитернĕ мухтавлă Çыннăмăра сурпан пек вăрăм ĕмĕр, юман пек çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тулли телей сунатпăр. Пултарулăх «ани» çинче малашне те тухăçлă «çимĕç» «çитĕнтерме» сунатпăр. 

Автортан. В.Н.Яковлевăн пултарулăх каçĕ вăл лартнă «Туя туй пек тăвар-и?» комедипе вĕçленчĕ. Куракансем киленсе те тăраниччен кулса «туй» мыскарипе паллашрĕç. Ентешĕмĕр «шăратса кăларнă» тепĕр ỹнер ĕçĕпе мăнаçланчĕç. Çапла, иксĕлми ăсталăхпа çиçекен «çăлтăрăн» «çути» пурин чунĕ патне те çитет. 

(Фоторепортажпа район сайтĕнче паллашма пулать). 

Кăларăма Зинаида СВЕКЛОВА хатĕрленĕ.



27 сентября 2019
12:15
Поделиться