Сỹнми талант

Сỹнми талант

Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви  пулăшнипе пурнăçланать.

ВАЛЕРИЙ НИКОЛАЕВИЧ ЯКОВЛЕВ Шăмăршă районĕнчи Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче 1937 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче çуралнă.

Вăл - актер, режиссер, профессор. Мускаври А.Луначарский ячĕллĕ театр искусствин патшалăх институчĕн (ГИТИС) актер (1961) тата режиссер (1967) факультечĕсенче вĕреннĕ. 1979-1990-çулсенче К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕн тĕп режиссерĕнче тăрăшнă. 1990 çултанпа кунта илемлĕх ертỹçинче тимлет. 

Вуншар сăнар калăпланă. Вĕсен шутĕнче: Меркуцио (В.Шекспир «Ромеопа Джульетта»), Ванюк (Ф.Павлов «Ялта»), Андрейка (Л.Юхвид «Малиновкăри туй»). Хăй лартнă спектакльсенче çак рольсене вылянă: Миколка (И.Стаднюк «Юратупа кавăн»), Леонардо (Ф.Гарсиа Лорка «Юнлă туй»), Асамат (Я.Ухсай «Тутимĕр») тата ытти нумай рольсем. 

МХАТ маçтăрĕсен вĕренекенĕ вырăс театрĕн чи анлă сарăлнă традицийĕсене тĕпе хурать. Çав хушăрах тăван халăх пурнăçĕнче çирĕпленсе юлнă йăла-йĕркене, историе, чăвашăн тĕнче курăмне шута илет. Яковлев пултарулăхĕн тĕп шăнăрĕ - пурнăçпа искусство çине философилле пăхни, çĕнĕ илемлĕх мелĕсен шыравĕ, профессилле ăсталăх. Ентешĕмĕр пултарулăхĕ - наци режиссер шкулĕн çĕнĕ варкăшĕ. В.Н.Яковлев лартнă спектакльсен шучĕ те çук: «Пĕрре çуркунне» (Л.Агаков), «Хура çăкăр» (Илпек Микулайĕ), «Хĕвелсĕр» (М.Горький), «Айтар» (П.Осипов), «Сывпуллашу» (В.Распутин), «Вĕри юнлă çемçе чун» (И.Максимов-Кошкинский)... 

Чи ăнăçлă лартнă спектакль - «Инçет телей çути» (А.Тарасов) - В.Н.Яковлева Раççей Федерацийĕн Патшалăх премийĕпе тивĕçтерчĕ. 

Режиссер тата илемлĕх ертỹçи сцена çине кăларнă çĕре яхăн ĕç - паллă событисене халалланă концертсем. Вĕсене Мускавра, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Мордовире, Белоруссире, Чулхулаоблаçĕнче ирттернĕ Чăваш Ен литературипе искусстви кунĕсенче кăтартнă. 

Чăваш патшалăх культурипе искусствăсен институтĕнче ĕçленĕ май В.Н.Яковлевпреподаватель актерсен икĕ курсне вĕрентсе кăларнă. Вăл тăрăшнипе Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищинче тата Ленинградри театр, музыка тата кинематографин патшалăх институтĕнче чăваш театр студине йĕркелени те - вышкайсăр пысăк паттăрлăх! 

Пултаруллă ентешĕмĕрĕн яваплăхĕ обществăлла ĕçсенчен те курăнчĕ. Акă вăл тивĕçсем: ВТО Правленийĕн тата РФ театр ĕçченĕсен Союзĕн правленийĕн секретарĕ, ЧР театр ĕçченĕсен Союзĕн правленийĕн председателĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн членĕ тата Верховнăй Совечĕн депутачĕ (икĕ хутчен), ЧР Наци академийĕн наукăпа искусствăсен чăн (действительнăй) членĕ. 

Наци театрĕпе искусствине аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн Валерий Николаевич актера, режиссера тата илемлĕх ертỹçине сумлă ятсем тата премисем тивĕçнĕ. Вĕсем: Чăваш АССР тата РСФСР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РСФСР халăх артисчĕ, СССР халăх артисчĕ, Чăваш АССР тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, РФ литературăпа искусство премийĕн лауреачĕ, пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен «Науруз» театр фестивалĕн тата Пĕтĕм Раççейри театр фестивалĕсен премийĕсен лауреачĕ. Раççейри наци театрĕсен «Ылтăн маска» премийĕ («Театр искусствин аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн» номинаци). Театрăн ырми-канми ĕçченне Туслăх орденĕпе, «Хисеп Палли», «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсемпе, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, Совет Союзĕнчи Венгр Халăх Республикин драма искусствин фестивалĕн дипломĕпе наградăланă. 

Валерий Николаевич Яковлев - Республикăри театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» («Çулталăкри чи лайăх спектакль (режиссура)» номинаци) çĕнтерỹçи (темиçе хутчен!), Шупашкар хулин тата Шăмăршă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ. 

Çапла, ун ăсталăхĕн виçи çук. Ун сумлă ĕçне хаклама ним те çитес çук. Пĕр сăмахпа, пирĕн Яковлев - сỹнми талант, Шăмăршăн кăна мар, Чăваш енĕн мухтавĕ!

Шухăш

Владимир ДЕНИСОВ, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ: 
- Валерий Николаевич Яковлевра - тĕрлĕ енлĕ пултарулăх. Вăл актер, режиссер, илемлĕх ертỹçи... Вăл - чăн-чăн Çын, чăваш халăхĕн чи пултаруллă Ывăлĕ. Çуралнă кĕтесе чăннипех хаклакан, патриот чунлă Çын. Ун пекки сайра тĕл пулать. 

Петр ФОМИН, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ: 
- Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчен виçĕ Улăп тухнă. Пĕри - Владимир Бараев-Сĕркке поэт-фронтовик, тепри - халăх çыравçи Илпек Микулайĕ, виççĕмĕшĕ - Валерий Николаевич Яковлев актер, режиссер тата илемлĕх ертỹçи. Андриян Григорьевич Николаев космонавт тĕнче уçлăхне 2 хутчен çĕкленсе Чăваш çĕрне тĕнчипех чапа кăларчĕ пулсан, В.Н.Яковлев Чăваш Республикин ят-сумне, унти йăла-йĕркене, культурăпа искусствăна аталантарса Раççей тата ют çĕршыв шайне çитерме пултарчĕ. Çуралнă кĕтеспе çыхăннă кашни пулăма, уява кăмăлтан хутшăнать Валерий Николаевич. Тăван ял, тăван район уншăн - хавхалану çăлкуçĕ. Ентешĕмĕрте чăн-чăн патриот чĕри тапать. 

Николай УГАРИН (Пăчăрлă Пашьел), ЧР тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ, ЧР писательсен союзĕн членĕ: 
- Валерий Николаевич - çỹллĕ шайри Вĕрентекен. Вăл пулăшнипе хамăн икĕ драмăна («Салтак юратăвĕ», «Чечек ăшĕнчи çурт») куракансем патне çитертĕм. Режиссер, илемлĕх ертỹçи питĕ ĕçлĕ сĕнỹсем парать, философипе психологи мелĕсене тĕпе хума ыйтать. Аслă Юлташăм сĕннипе Раççейри çыравçăсен семинарĕсенче темиçе хут пултăм, паха опытпа паллашрăм. Çакă мана пултарулăхра пысăк çитĕнỹ тума май парать. 

Валентина ЛЬВОВА, Шăмăршăри Культура керменĕн илемлĕх ертỹçи:
- В.Н.Яковлев - Шăмăршă тăрăхĕн, Чăваш Республикин чысĕ те мухтавĕ. Ентешсенчен чи пултарулли. Чăваш наци театрĕн искусствине чи çỹллĕ шая çитернĕ çын. Тăван халăхăмăра тĕнчипех чапа кăларнă театр ĕçченĕ. Ун ĕçĕ - пирĕншĕн çутă маяк. 

Людмила СЕМЕНОВА (Виçпỹрт Шăмăршă), Шăмăршă вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ: 
- В.Н.Яковлев - виçпỹртсемшĕн тăванран та тăван. Уçă кăмăлĕ, тараватлăхĕ, ырă чунĕ, çивĕч ăс-хакăлĕ магнит пекех туртать. Валерий Николаевичăмăр - чăвашлăхшăн çунакан хастар çын, чăн-чăн профессионал. Пире - Виçпỹрт Шăмăршăри «Сурпан» фольклор членĕсене - хăйĕн театр труппипе пĕрле Самара, Оренбург, Чулхула облаçĕсене гастроле илсе çỹрерĕ. Вăл ертсе пынипе йăхташăмăрсем умĕнче тăван чĕлхепе юрларăмăр, ташларăмăр. Францире 40 кун хушшинче вун-вун концерт кăтартрăмăр. Кунта йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери фольклор уявĕ нче чăваш халăх йăли-йĕркине, юрри-ташшине тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан çынсем патне çитертĕмĕр. Туй йăли-йĕркине кăтартнă чух Валерий Николаевич мăн кĕрỹ рольне ĕнентерỹллĕ евĕрлерĕ. Артист тата режиссура ĕçĕпе пире - ентешĕсене - тĕнчери халăхсем умĕнче мухтава кăларчĕ. Виçпỹртрен çакăн пек пултаруллă Çын тухни - чăннипех те пысăк телей. 

Оксана ДРАГУНОВА (Асанкасси), К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артистки: 
- Эпир - Евгений Урдюков (Анат Чаткас), Светлана Лукиянова (Кивĕ Чукал) тата эпĕ - Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче В.Н.Яковлев преподаватель патĕнче вĕрентĕмĕр. Вăл пире чăн-чăн артист ăсталăхне туптама пулăшрĕ. Сцена çинче хамăра мĕнле тытмалла, еплерех пуплемелле, тепĕр персонажпа епле хутшăнмалла - веçех вĕрентетчĕ, çи-и-ирĕп ыйтатчĕ. Пурнăçри тĕслĕхсем урлă пире «тăн» кĕртетчĕ. Ятлатчĕ те - юратса, ыр сунса, лайăх пултăр тесе. Роле япăх калăплама пирĕн тивĕçĕмĕр çук. Эпир те - Шăмăршă тăрăхĕнчен. Ентеш ертỹçĕ умĕнче епле намăса кĕрĕн! Халĕ те эпир, пĕрле вĕреннисем, Валерий Николаевичпа пĕр театртах ĕçлетпĕр. Ертỹçĕ сăмахĕ пирĕншĕн - саккун. Урăхла пулма та пултараймасть.



27 сентября 2019
11:53
Поделиться