Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Указа сỹтсе яваççĕ

Указа сỹтсе яваççĕ

Владимир ДЕНИСОВ, 
район администрацийĕн пуçлăхĕ: 

- М.Игнатьевăн «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Хушăвĕпе тимлĕ паллашрăм. Унта палăртнă ĕçсем пирĕн районта пурнăçланса пыраççĕ те ĕнтĕ. Сăмахран, «Хулан хăтлăхне хăтлăлатас» («Комфортная городская среда») проектпа эпир тин çеç-ха Шăмăршăра çĕнĕ кану паркĕ туса пĕтертĕмĕр. Унта уçăлса çỹреме те, çемьепех канма та, спортпа аталанма та май пур. Çакнашкал кану паркне кашни пысăк ялтах, енчен те унта пурăнакансен хисепĕ пинрен кая мар пулсан, хута яма пулать. Ватти-вĕтти унта пуçтарăнтăр, скандинави уттипе киленекесем те, вăй-халне тĕреклетме тренажер залне çỹрекенсем те кăмăллă пулĕç - çивитти айне вырнаçтарнă спорт оборудованийĕ, вырăнĕ те илĕртỹллĕ. Ешĕл газон, илемлĕ чечек клумбисем куçа илĕртсе тăраççĕ. Хускану, уçă сывлăш кашнинех сывлăх парса тăччăр! 

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Хушăвĕнче ялти халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтересси те тимлĕхре. Пирĕн районшăн та çак ыйту çивĕччисен шутĕнче. Килес çул республикăра, çав шутра Шăмăршă тăрăхĕнче те, шыв башнисене юсама е çĕннисемпе улăштарма палăртатпăр. Çакна пурнăçлама муниципалитсен хăйсен укçи çуккине ăнланса, Михаил Васильевич республика бюджетĕнчен укçа уйăрни çав тери вырăнлă.

Николай ЕНДИЕРОВ, 
район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн ертỹçи: 

- Районта кашни çулах 1-2 шкула тата садик çуртне тĕпрен юсасси, спорт залĕсене çĕнетесси йăлана кĕнĕ. Кăçал та акă Палтиел шкулĕн тата «Ромашка» садикĕн фасадне çĕнетрĕмĕр, Кивĕ Чукалти тĕп шкулăн спорт залне юсарăмăр. М.Игнатьев 2020 çулта та республикăри вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнетме, вĕсен пурлăхне пуянлатма миллиард та 200 пин миллион тенкĕ хушма укçа уйăрни пурне те савăнтарать. Çакă пире те килес çул Шăмăршăри вăтам шкул çуртне тата Карапай Шăмăршăри ача садне тĕпрен юсама май парĕ. 

Ирина СМИРНОВА, 
Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ: - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă Указне кăмăлласа йышăнатпăр. Унта республикăри сывлăх сыхлавĕн пайне аталантарма 2020 çулта пĕр миллиард тенкĕ уйăрни паллă. Паллах, сывлăха упрасси, халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсасси - чи пысăк пĕлтерĕшлисем. Çак тĕллевпе пирĕн районта юлашки çулсенче 2 çĕнĕ ФАП (фельдшерпа акушер пункчĕ) çĕкленсе ларчĕç, районти тĕп больница уйрăмĕсенче пысăк юсав ĕçĕсем пулса иртрĕç. Çĕнĕ йышши сиплев оборудованийĕсем те килсех тăраççĕ. Килес çул эпир районти тĕп больницăн территорине çĕнетесшĕн - тротуарсене юсама, бордюрсене улăштарма, больница таврашне илем кĕртме план турăмăр.



01 октября 2019
15:06
Поделиться