Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăра дуатлон иртрĕ кăмăллă, аван

Шăмăршăра дуатлон иртрĕ кăмăллă, аван

ШĂМАТКУН, сентябрĕн 14-мĕшĕнче, Шăмăршăра дуатлон енĕпе мала тухассишĕн Чăваш Республикин ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Пирĕн тăрăха республикăри тĕрлĕ кĕтессенчен спортсменсем килчĕç. Паллах, шăмăршăсем те хĕррине тăрса юлмарĕç.

Районта пĕрремĕш хут 2013 çулхи июнь уйăхĕнче триатлон ирттернĕччĕ. Çакна нумайăшĕ астăваççĕ пулĕ-ха. Унтанпа кашни çулах ку ăмăртусене кунта ирттерме тăрăшаççĕ. Триатлон - виçĕ енлĕ ăмăрту: шывра ишесси, велотрек, çуран чупасси. Дуатлонра вара çуран чупаççĕ, велосипедпа ăмăртаççĕ. Триатлон енĕпе пĕрремĕш ăмăртусем 2008 çулта пулнă. Çавăнтанпа вăй илсе сарăлсах пырать спортăн çак тĕсĕ. Спортсменсен хушшинче Чăваш Республикин, Раççей, Европа, тĕнче ăмăртăвĕсен призерĕсем пур. Çак йыша хăй вăхăтĕнче Сергей Хафизов вĕрентекен спорта хăнăхтарнă Шăмăршă каччине Дмитрий Ефимова та кĕртмелле. Халĕ Дима Раççей пĕрлештернĕ командинче нумай ăмăртусене хутшăнать, пьедестал çине çĕкленет. Пĕр вăхăтра ку енĕпе Илья Хлюкин та пысăк çитĕнỹсем тăватчĕ, унăн та медальсемпе Грамотăсем сахал мар.

Кăçалхи ăмăртусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата дуатлонăн тĕп судйи Сергей Сусметов уçрĕç. Владимир Васильевич ăмăртăва килнисене хĕрỹллĕн саламларĕ, пурне те çĕнтерỹсем сунчĕ. Сергей Владимирович Чăваш Республикин триатлон федерацийĕн президенчĕн Юрий Шлепневăн саламне спортсменсем патне çитерчĕ. Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем янăранă хыççăн старт пачĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансем малтан çуран чупрĕç, унтан велосипед çине ларса дистанцие тухрĕç, кайран каллех чупу пулчĕ. Ăмăртусене ỹсĕмсене кура ушкăнсем çине пайласа йĕркелерĕç.

Çакнашкал спортсменсемпе пĕр тан ăмăртăва пирĕн район хастарĕсем те старта тухрĕç. Вĕсем те дистанцисене лайăх вĕçлерĕç. Паллах, вĕсенче çĕнтерỹ пулмарĕ. Анчах вĕсем ăмăртăва хутшăнни куракансене пысăк хавхалану кỹчĕ.

Районта дуатлона е триатлона аталантарма пĕтĕм услови пур. Шкул ачисен камран тĕслĕх илмелли те пур. Асăнса хăвартăм ĕнтĕ, хальхи вăхăтра ку енĕпе Дмитрий Ефимов палăрса тăрать.

Чăваш Республикинчи триатлон федерацийĕ ăмăртусене ирттерме пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Денисова, «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕн директорне Сергей Измукова, Олег Хлюкин хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçине, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхне Андрей Удина, Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорне Юрий Ермолаева, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн ертỹçине Ираида Пыркинана, Эдуард Ларшников предпринимателе, дуатлон ăмăртăвĕсен директорне, район администрацийĕн спорт енĕпе ĕçлекен специалиста Вячеслав Антонова, районти полици уйрăмĕн ĕçченне Андрей Карукова, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцине тав тăвать. Çавăн пекех дуатлона ирттерме пулăшнăшăн, йĕрке туса тăнăшăн районти шалти ĕçсен уйрăмĕн, районти больницăн ĕçченĕсене, халăх дружинине, волонтерсене, судьясене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ