Çанталăк уяр - ĕççи пырать кал-кал

Çанталăк уяр - ĕççи пырать кал-кал

ЯЛ хуçалăхĕсемпе фермерсемшĕн хĕрỹ ĕç пуçланчĕ. Çанталăк уяртсанах пурте уй-хире тухрĕç. Хĕвеллĕ те çумăрсăр кунсемпе усă курса тырă-пулла çухатусăр пуçтарса илме васкаççĕ. Трактор-комбайн шавĕ пур енчен те илтĕнме пуçларĕ. 

А.П.Егоров хресчен (фермер) хуçалăхĕнче хĕрсех вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта кашни минутпах туллин усă курматăрăшаççĕ. Кая юлсан каю шăтма пултарать. Васкасах пулать. Александр Петровича çанталăк пăсăлса каллех çумăра каясси хăратать. Кайран тепĕр хут часах хире тухасси пулмĕ. Хуçалăхра 50 гектар çинчи пăрçана пуçтарса илнĕ. Урпапа пăрçа хутăшне те (зернофураж) тĕшĕлеме ĕлкĕрнĕ. Унăн тухăçĕ гектартан - 37 центнер. Урпан пур пайĕ те çухатусăр кĕнĕ, тухăçĕ те начар мар, гектартан - 22 центнер. Хальхи вăхăтра вара «Полесье» комбайн сĕлĕ вырса çапать. Унăн лаптăкĕ - 89 гектар, тухăçĕ те савăнтарать - 30 центнер. Николай Харитонов çамрăк комбайнер «уй-хир карапне» кăлтăксăр ĕçлеттерет. Тырра йĕтем çине Валерий Борисов водитель турттарать. 

- Кăçал эпир 650 ытла гектар çĕрпе усă куратпăр, - сĕлĕ ани çинче пирĕнпе кăмăллăн калаçу пуçларĕ Александр Петрович. - Шел, кĕрхи культурăсен пысăк пайĕ пĕтрĕ. Акнинчен 15 гектар кăна сыхланса юлчĕ. Апла пулсан та пуçа усмастпăр. Çурхи культурăсем çухатăва саплаштарасса шанатпăр. 120 гектар çинчи тулă та лайăх тухăç парасса иккĕленместпĕр. Вырмана ăнăçлă ирттерме çанталăкĕ кăна ан кансĕрлетĕр. 

Ĕççи вăхăтĕнче хастар ĕçлекенсене чăрмантарса тăни те лайăх мар. Çавăнпа та сĕлĕ ани çинчен малалла урпа улăмне пуçтарса рулон тăвакан трактор патне васкарăмăр. Ку ĕçе хуçалăхри пултаруллă Евгений Хураськин тракторист пурнăçлать. Хатĕр улăм рулонĕсем йĕркипех выртса юлаççĕ. «Ĕç кал-кал пынăран татах та тăрăшарах ĕçлес килет», - сăмах хушрĕ Евгений. Çаплах пултăр. 

Паллах, мĕнле пултăр-ха вăл йĕтем çинче ĕçлекенсем патне çитсе килмесĕр. Кунта та техника шавĕ таврана сарăлать. 6 çынран тăракан бригада ырми-канми тăрăшать. Пĕрисем тасатнă урпана машина çине (водитель - Петр Шамеев) тиесе кĕлете ăсатаççĕ. Теприсем сĕлĕ аллаççĕ. Ольга Галкина, Марина Трофимова, Валентина Кудряшова, Людмила Яковлева, Ирина Трофимова тата Евгений Шигарев ĕçченсен аллисенчен кĕреçепе шăпăр, витре кун каçĕпех каймасть. Сортировкăсене пăхса тăраканни - Юрий Горбунов слесарь. Хиртен килекен тырра уçă вырăна тăкма тăрăшмаççĕ, çумăр айне туса йĕпетесрен асăрханаççĕ.

Ĕççинче вăй хуракансене тата ыттисене те вăхăтра апат çитерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна та лайăх йĕркеленĕ кунта. Ĕçлекенсем валли тутлă апат пĕçерсе хатĕрлекенĕ Альбина Еремеева повар. 

А.Егоров - мал ĕмĕтлĕ те хастар фермер. Вăл хăй те ачаран ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕскер, çăкăр мĕнлерех çитĕннине курса, вĕренсе пыма ачисене те хире хăйпе пĕрле илсе тухать. «Чăн-чăн çăкăр шăршине, тутине тулса çитнĕ пучахсене ачашласан, «ылтăн пĕрчĕсем» комбайн бункерĕнчен машина кузовĕ çине юхнине сăнасан тин туйса илме пулать», - йăл кулсапĕлтерчĕ Александр Петрович. Мĕн пытармалли пур, вăл хăй те мĕнпур ял хуçалăх техникипе ĕçлеме пултарать. 

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усранăран, нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтереççĕ, вĕсене çулса илсе, типĕтсе утă хатĕрлеççĕ. Паянхи кун тĕлне 100 яхăн тонна типĕ утă янтăланă. Хĕлле валли 500 тонна сенаж та хывнă. 60 гектар çинчи куккурус та выльăх апатне çаврăнĕ, ăна силослăх çулса хатĕрлĕç. 

Фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ те ỹссех пырать. Халĕ кунта 100 пуç ытла выльăхран çурри - сăвăнакан ĕнесем. Качакасемпе сурăхсен шутне те татах хушасшăн-ха. Хăш-пĕр ĕçе пурнăçлама лашасем те пур. 

- Курăк ешерме пуçласанах кĕтỹ çарана тухать. Эпир халĕ ятарласа кĕтỹç тытмастпăр, электрокĕтỹçпе усă куратпăр. Çакă самаях йỹнĕрех. Фермăсенче ĕçлекенсем те пурте тăрăшуллă, хăйсен ĕçне чунтан пурнăçлаççĕ, - хăйĕн калаçăвне вĕçлерĕ Александр Петрович. 

Машина-трактор паркне те çĕнетсех пыраççĕ. Техникăна яланах юсавра тытаççĕ. Механизаторсем пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса вăй хураççĕ. 

Эпир те ларса-тăма пĕлмен фермера ăнăçу сунтăмăр та хамăр ĕçсемпе малалла вĕçтертĕмĕр.

А.МИХАЙЛОВ.

18 августа 2019
18:04
Поделиться