Тăлăхсене - хваттер уççи

Тăлăхсене - хваттер уççи

Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ШĂМĂРШĂ районĕнче тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасен йышĕ кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне çирĕм тăваттăпа танлашать. Вĕсенчен вун пиллĕкĕшĕн тỹлевсĕр майпа хваттер е çурт илмелли право пур. Тăлăх ачасене хваттерпе тивĕçтересси пирĕн районта мĕнле пырать-ха?

2019 çулта республикăра 195 тăлăха пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме 207 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Калас пулать, çак ĕç унччен та пурнăçланса пынă. Сăмахран, пĕлтĕр 2 тăлăх ача хваттерлĕ пулнă. 

Нумаях пулмасть, августăн 2-мĕшĕнче, Шăмăршăра 2019 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетес енĕпе йĕркеленĕ канашлура, 7 тăлăх ачана савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ хваттер уççи пачĕç. Хальхинче çак телейлĕ самантшăн Н.Димитриев, Н.Захаров, Ю.Матросова, Н.Сидорова, К.Тарасова, Н.Петрова, В.Гладков чăннипех хĕпĕртерĕç. Вун сакăр çул тултарнă çичĕ тăлăх Шăмăршăри Шоссейная урамри 6 хваттерлĕ çуртра, пĕри - К.Маркс урамĕнчи уйрăм çуртра пурăнма пуçлĕç. 

Район администрацийĕн опека енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Елена Кудряшова пĕлтернĕ тăрăх, тăлăхсене тỹлевсĕр хваттерпе тивĕçтересси, çĕнĕ хваттерсем тăвасси май килнĕ таран çулталăк вĕçленичченех малалла пырать. Хваттерлĕ пулас ĕмĕтпе пурăнакан çамрăксене вăрах кĕттерес марччĕ! 

Г.НИКОЛАЕВА.



12 августа 2019
08:42
Поделиться