Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Малтанхи пĕтĕмлетỹсем шанчăк параççĕ

Малтанхи пĕтĕмлетỹсем шанчăк параççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн республикăри районсенче çулталăкăн пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетеççĕ. Иртнĕ эрнекун Шăмăршăра та кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенчи ĕç кăтартăвĕсене тишкерчĕç, çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Александр Николаев, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, учрежде- нисемпе организацисен, предприятисен ертỹçисем, тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансем хутшăнчĕç. 

Ĕçлĕ тĕл пулу пуçланас умĕн Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхне Л.Петрована нумай çул хушши вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехетпе наградăларĕç. Карапай Шăмăршă ял тăрăхне Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионти тапхăрĕнче виççĕмĕш вырăна тухнăшăн Дипломпа хавхалантарчĕç. Тин çеç чăмăртаннă Викторовсен тата Кокуркинсен çемйисене «Çамрăк мăшăрсен сертификатне», ултă тăлăх ачана хваттерпе тивĕçтерни çинчен çирĕплетекен документпа çăра уççи пачĕç. Çав тери кăмăллă самант! 

Районта 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта пурнăçланнă ĕçсемпе Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов паллаштарчĕ, çитĕнỹсемпе пĕрлех çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. 

Яланхи пекех, районта çак тапхăрта бюджетăн тупăш пайне ỹстерессишĕн, ялти пурнăç условисене лайăхлатма май паракан проектсене пурнăçлассишĕн тăрăшнă. Пĕлтĕр ял тăрăхĕсенче 10 проект хута кайнă пулсан, кăçал 17 проект хатĕрлесе ĕçе кĕртнĕ те ĕнтĕ. Ял халăхĕн пуçарăвĕпе çур çулта 10 миллион та 900 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхинчен 3 хут ытларах!) ĕç тунă: çул сарнă, культура çурчĕсене çĕнĕ сăн кĕртнĕ, масар çурчĕсене юсанă, стадионсене çĕнетнĕ, масар йĕри-тавра карта тытнă тата ытти те. 

Ял хуçалăхĕ те яланхи пекех тĕп тимлĕхре. Вăл пирĕн районта - экономикăн тĕп секторĕ. Акăнакан çĕр лаптăкĕ çулсерен ỹссе пыни хăех çитĕнỹ. Кăçал эпир 15215 гектар çĕр çинче (2018 çулхинчен 7 процент пысăкрах) тĕш тырă, пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми, выльăх апачĕ, пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. 

Районта аш-какай туса илесси 14 процент çурă ỹснĕ. Уйрăмах хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче курăмлă çакă. Фермерсен хуçалăхĕсенче мăйра-каллă шултра выльăхсен хисепĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 8,5 процент чухлĕ хушăннă. Çав вăхăтрах уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче ĕне-выльăха чакарни сисĕнет - сутлăх сĕт хакĕ тивĕçтерменнипе çыхăннă пулăм. Фермерсене хуçалăха аталантарма патшалăх пулăшăвĕ те пысăк витĕм кỹрет. Юлашки çулсенче кăна 8 фермер грант илчĕç, хуçалăхне тĕреклетрĕç. Сăмахран, О.Хлюкин хресчен-фермер çывăх вăхăтрах 36 пушмак пăру туянасшăн (вун иккĕшне кỹрсе килнĕ те ĕнтĕ), Е.Пондякова ХФХра - 12 пушмак пăру хушăнĕ. Г.Макаров хуçалăхĕнче вара часах 130 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ ĕне ферми хута кайĕ. 

Çĕр ĕçченĕсене пулăшма тĕрлĕ программа витĕм кỹрет. Хальхи вăхăтра районта АГРОСТАРТАП программăпа - 2 , «Çемье ферми» программăпа -1 заявка тăратнă. 

Ял хуçалăхĕ тĕрлĕ енлĕ аталанни пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Кăçал çуркунне Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи А.Сатеев хресчен(фермер) хуçалăхĕнче хур чĕпписен ферми уçăлни малашлăха шанчăк парать. Халĕ унта 20 пин ытла хур чĕппи çитĕнет, вĕсене 12 çын пăхса тăрать. Çывăх вăхăтрах инкубатор, аш-какай тирпейлекен тата ытти цехсем уçсан тепĕр 8 çын валли ĕç вырăнĕ тупăнĕ. Çакнашкал ĕç Кивĕ Чукал, Чукал ял тăрăхĕсенче те ырă тĕслĕх пулма тивĕç. 

Районти промышленноç, тĕпрен илсен, предпринимательсен вăйĕпе аталанса пырать. Паянхи куна Шăмăршăра 305 вăтам тата пĕчĕк предприниматель шутланса тăрать, вĕсенчен 52-шĕ - фермерсем. Предпринимательсем кăçалхи 1-мĕш çур çулта 187,9 миллион тенкĕлĕх (пĕлтĕрхинчен 3 процент çурă ытларах) ĕç пурнăçланă. Асăннă тапхăрта 3 инвестици проекчĕ ĕçе кĕнĕ, 12 çынна ĕç вырăнĕ тупма май панă. 

Çул-йĕр тăвасси пысăк хăвăртлăхпа пур ял тăрăхĕнче те пурнăçланса пыни куç кĕрет. Халĕ шăмăршăсемшĕн çак ыйту çивĕччисен шутĕнче тăмасть - районта автомобиль çулĕсен 44 проценчĕ (128 километр!) патшалăх нормативĕ ыйтнине тивĕçтерекен пахалăхлă çул. Кăçалхи çур çулта кăна çул-йĕр строительствинче 18 миллион ытла тенкĕлĕх ĕçсем туса ирттернĕ. Хальхи вăхăтра Палтиел ялĕнчи Уруков, Спорт урамĕсенче (1800 метр) тата Виçпỹрт Шăмăршăри Бараев урамĕнче (1800 метр) çул-йĕр ĕçĕсем пыраççĕ. Çулталăк вĕçлениччен Кивĕ Чукалта та ял хушшинчи урамсене вак чул сарма палăртнă. 

Район сăн-сăпачĕ çулсерен çĕнелнине пурте асăрхатпăр. Шкулсемпе садиксем, Культура çурчĕсем, спорт площадкисем пуянланса, капăрланса пыраççĕ. Кашни ялта - ача-пăча площадкисем. Юлашки виçĕ çул хушшинче кăна 28 ача-пăча площадки вырнаçтарнă, çав шутра вун пĕрĕшне - кăçал. 

Хытă каяшсене (ТКО) пухса ăсатас енĕпе те сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. Кăçал кăна 9 ял тăрăхĕнче 141 контейнер площадки хатĕрленĕ, унта 160 контейнер вырнаçтарнă. Тата 314 çĕнĕ контейнер туянасшăн. 
Хытă каясшăн тỹлесси анчах халлĕхе тивĕçлĕ шайра пулса пымасть-ха. 

- Район администрацийĕн пуçлăхĕ докладне тĕплĕн хатĕрленни сисĕнет - кашни ыйтăва иртнĕ тапхăрпа танлаштарса цифрăсемпе çирĕплетрĕ, проблемăсене татса памалли майсем шырарĕ, - çапла хак пачĕ Александр Михайлович министр доклада. - Малашне те çакăн пек тухăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх пултăр шăмăршăсене! 

- Шăмăршăра çĕнĕлле, пурнăç ыйтнă пек ĕçлеме тăрăшаççĕ, - хăйĕн шухăшне уçăмлатрĕ Татьяна Геннадиевна та. 

Пурнăçланă ĕçсем - курăмлă. Планлани, ĕмĕтленни пурте ăнăçлă пулса пырать теме иртерех пулин те, çулталăк вĕçлениччен канашлура çĕкленĕ ыйтусене татса пама вăхăт пур-ха. Район çыннисен ĕçлес кăмăлĕ, ертỹçĕсем ыранхи куна курма пĕлни, паха ĕç опычĕ пуласлăха шанчăк парса тăрать. 

Г.ИВАНОВА.



08 августа 2019
11:23
Поделиться