Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Валерий Кузнецова асăнса турнир

Валерий Кузнецова асăнса турнир

ЙĂЛАНА кĕнĕ тăрăх кашни çулах Пуянкасси ял тăрăхĕнче Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралса çитĕннĕ В.Кузнецов воин-интернационалиста асăнса спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Çак кун стадиона паттăрăн тăванĕсемпе юлташĕсем, воин-интернационалистсем, ял-йыш пухăнчĕ. 

Мероприятие ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин уçрĕ. Ăмăртусемпе вăйăсенче пурне те çĕнтерỹ сунчĕ. Салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов та килнĕ хăнасемпе ял-йыш умне тухрĕ. Çавăн пекех районти воин-афганецсен пĕрлĕхĕн председателĕ Г.Ельцов, республикăри ветерансен Канашĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Кузнецов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн ĕçченĕ П.Иванов саламларĕç. Паллах, Валерий Кузнецовăн çывăх юлташĕсем В.Горбуновпа О.Ефимов та ырă сăмахсемпе паттăра аса илчĕç. Ентешĕн вилтăпри çине çитсе пуç тайрĕç,чечек кăшăлĕ хучĕç. Уяв савăк та кăмăллă ирттĕр тесе ялти çамрăксем юрă хыççăн юрă шăрантарса куракансене савăнтарчĕç. Кристина Андреева, Диана Пушкина, Ольга Казеева тата Валерий Пушкин хăйсен çепĕç сассисемпе çынсен чун-чĕрине тыткăнларĕç. 

Футболла вылясаçĕнтерỹçĕ Шăмăршăри «Альфа» команда пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - «Тайфун – ДМБ» тата «Новая Шемурша». Волейболра Шăмăршă, Пуянкасси ял тăрăхĕн çамрăкĕсемпе ветерансен командисем палăрчĕç. Тĕрлĕ дистанцие чупассинче те хĕрỹ ăмăрту пулчĕ. Çĕнтерỹçĕсем пурте Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. 

Уяв кунне йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн, спонсор пулăшăвĕ панăшăн Пуянкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ Олег Ефимова, Эдуардпа Владислав Ларшниковсене, Вячеслав Кудряшова, Николай Быкова, Сергей Кузнецова, Геннадийпе Олег Макаровсене, Олег Кузнецова, София Хорасевана, Василий Бондареева, Сергей Угарина чĕререн тав тăвать. 



10 июля 2019
11:53
Поделиться