Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăсем - чи пултаруллисем

Шăмăршăсем - чи пултаруллисем

ИЮНĔН 23-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Легендăсем. Юмахсем. Халапсем» ачасен фольклор фестивалĕ иртрĕ. Унта хутшăнма Чăваш Республикинчен пурĕ те 4 ача-пăча коллективĕ çеç (çав шутра Шăмăршăри «Звездочки» ачасен халăх театрĕ) тивĕçнĕ. Фестивале вара Раççейри ытти регионсенчен: Краснодар крайĕнчи Геленджик, Сочи хулисенчен, Самар, Астрахань, Архангельск, Владимир облаçĕсенчен - пĕчĕк артистсем килсе çитнĕ. 

Мероприятие ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев тата ЧР Пуçлăхĕн çумĕнчи Старейшинăсен канашĕн председателĕ Л.Кураков уçрĕç. 

Уяв хуçи - туслăх. Ачасем тĕрлĕ вăйă кăтартрĕç, халăх юррисене шăрантарчĕç, юмах-халаппа савăнтарчĕç. Шăмăршăн çамрăк артисчĕсем сцена çине «Как Медведь на Лисе женился» юмахпа тухрĕç. Эпир ăна ташăсемпе илемлетрĕмĕр - кунта пире илемлĕ хусканусем тума А.Нефедова пулăшрĕ. Спектакль хыççăн пирĕн ăсталăхпа куракансем кăна мар, пичет тата телевидени корреспонденчĕсем те интересленме тытăнчĕç. Ахальтен мар иккен жюри юмах кăтартакансене чи пысăк хак пачĕ - çĕнтерỹ Дипломĕпе чысларĕ. Фестиваль вĕçленнĕ хыççăн ачасемпе Шупашкар курса çỹрерĕмĕр - музейсенче пултăмăр, тĕп хуламăрăн уйрăмах паллă вырăнĕсемпе паллашрăмăр. 

Палăртма кăмăллă: кăçалхи çăлтăрчăксем театра çỹреме пуçлани 2-мĕш çул кăна-ха, апла пулин те вĕсем питĕ тăрăшса выляççĕ, пуласлăха пысăк шанчăк парса тăраççĕ. Манăн вĕсен хушамачĕсене хаçат вулакансене те савăнсах пĕлтерес килет: Настя Елкина, Карина Григорьева, Катя Исаева, Виолетта Кузьмина, Настя Кудряшова, Карина Романова, Айгел Шарапова. Вĕсемшĕн çак çитĕнỹ Раççей шайĕнчи - пĕрремĕш. Малашне те вĕсен сцена ăсталăхĕ куракансен кăмăл-туйăмне çĕклесе тăтăрччĕ! 

В.ЛЬВОВА, Шăмăршăри халăх театрĕн режиссерĕ.



01 июля 2019
08:48
Поделиться