Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш уявĕ - чун илемĕ

Чăваш уявĕ - чун илемĕ

АРХИВ докуменчĕсем тăрăх Ярăслав ялĕ 1654 çулта йĕркеленнĕ теме пулать. Тĕрĕсрех каласан, «Буяново» ятлă ялсем пуçланса кайнине çирĕплетекен документ вăл халлĕхе - «Приходно-расходная книга Симбирской приказной избы» текен кĕнекерен паллă. Тĕпчевçĕсемпе таврапĕлỹçĕсем каланă тăрăх, ял-хула пуçланса кайнине мĕнле те пулин документра чи малтан асăннине шута илсе палăртаççĕ. Çапла вара, маларах асăннă документа тĕпе хурсан, Ярăслав ялĕ 365 çул тултарнине çирĕплетме пулать.

Чăннипе вара çак ял асăннă документри тапхăртан чылай маларах йĕркеленнĕ теме те юрать пулĕ. Апла-и, капла-и, кăçал «Буяново» ятлă 4 ял - Ярăслав, Васан, Пуянкасси тата Хайпăла 365 çул тултарнине паллă тума ирĕк илеççĕ темелле. Мĕншĕн тесен вĕсем тăваттăшĕ те пĕр уйрăм община пулни паллă.

Шăпах çакна тĕпе хурса уявларĕç те ĕнтĕ иртнĕ шăматкун ярăславсем хăйсен ялĕ 365 çула çитнине. Ялти Культура çурчĕ умĕнчи самаях пысăк лапама чăн-чăн пысăк уяв чухнехилле капăрлатнă, илемлетнĕ, тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе эрешленĕ. Йĕри-тавра хаваслă çемĕ янăрать. Сцена умĕнчи лапамра сакă-пукансем хаклă хăнасемпе ял çыннисене кĕтеççĕ. Ярăслав ялĕнчен тухнă тава тивĕçлĕ ĕçченсемпе орден-медаль кавалерĕсен сăн ỹкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ стенд умĕнчен те халăх татăлмасть.

Кăнтăрла иртсе 15 сехет тĕлнелле ял халăхĕ палăртнă уява хутшăнма пухăнса çитрĕ. 

Чăваш уявĕ - чун илемĕ,
Чĕремĕрте - хĕвел ăшши,
Мĕне тăрать юрри-ташши! 
Хăйне кура - телей çĕклемĕ. 

Çак сăвă йĕркисемпе пуçланчĕ Ярăслав ялĕн уявĕ.

Таврари йывăç-тĕме лăпкаса хумхантаракан кăнтăр çилĕ, йăлтăртатса тăракан ăшă та хĕвеллĕ çанталăкĕ ял çыннисене чун-чĕререн хапăлланине систерет. 

Сцена умĕнчи хисеплĕ вырăнта хаклă хăнасем - район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин, шăмăршăсен Шупашкарти ентешлĕхĕн ертỹçи, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ С.Яковлева, Ярăславра çуралса ỹснĕ хисеплĕ ентешсемпе ялти сумлă ватăсем, яш-кĕрĕм хастарĕсем. 

Ярăславсемпе хăнасене ял уявĕ ячĕпе тата Çимĕк праçникĕпе Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин чун-чĕререн ăшшăн саламларĕ: яла, тăван тăрăха тирпей-илем кỹрес енĕпе туса ирттернĕ ĕç-пуçшăн ял хастарĕсемпе пуçаруçисене тав турĕ. 

Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов тухса каланă тав-салам сăмахĕсене те пухăннисем ăшшăн йышăнчĕç. Владимир Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, Ярăслав хастарĕсем кăçал чăннипех те пысăк тăрăшулăхпа пуçарулăх кăтартнă. Масар çуртне тĕпрен юсанă, купель таврашне тирпейленĕ, ялти чир-кĕве сăрласа илемлетнĕ, кас-урама тирпей-илем кĕртнĕ тата ытти те. 

- Çитĕнỹ-ỹсĕм - пĕрлĕхре, пĕр тĕллевпе ĕçлесе тăрăшнинче. Ярăславсенчен вĕренмелли, тĕслĕх илмелли те пурах, - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕ. 

Вăл тата Васан ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ пархатарлă ĕçсене хастар хутшăннисене Тав çырăвĕсем, Хисеп грамотисем пачĕç. Çавăн пекех ку уявра çемье телейне тупнă нумай ачаллă Тихоновсемпе Кузнецовсен çемйисене нумай ачаллă çемье удостоверенийĕпе чысларĕç. Сăмах май, И.Тихоновсен çемйине ялта, районта çеç мар, республикипех лайăх пĕлеççĕ. Пилĕк ача ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен юрра-ташша вĕрентеççĕ, ĕçе хăнăхтараççĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе хатĕрлеççĕ. Тихоновсен çемье ансамблĕ шăрантарнă чăваш юррине те уява килнисем нумайччен алă çупса тав турĕç. 

Чăваш Ен паллă эстрада юрăçи, Кивĕ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Светлана Яковлева-Смирнова та ярăславсене чаплă уявпа хĕрỹллĕн саламларĕ, ял, общество пурнăçне хастар хутшăнакан Алина Локтина-Петрована тата Андрей Петрова Чăваш наци конгресĕн Тав çырăвне парса хавхалантарчĕ. 

Палăртмалла, ярăславсем иртнĕ хаяр вăрçăра пуç хунă ентешĕсене те яланах асра тытаççĕ. Çакă паллă: 1941-1945 çулсенчи хăрушă вăрçа Ярăслав ялĕнчен 203 çын хутшăннă, вĕсенчен 98-шĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. 

Уяв хăнисемпе ял хастарĕсем чиркỹ умĕнчи вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă обелиск таврашне чечек çыххисем хурса, вилнисен умĕнче пуçĕсене тайрĕç. 

Ярăславра 3 наци: чăваш, ирçе тата вырăс çыннисем пĕр килти пек килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне кирек хăçан та пулăшма хатĕр. 

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ирçе хĕрĕ С.Куропаткина ял çыннисене уявпа ирçелле, чăвашла, вырăсла ăшшăн саламларĕ. Савăннипе кăмăл-сипетне ирĕке ярса ирçесен «Умарина» юррине юрласа пачĕ. 

Уявăн чи савăнăçлă та хумхануллă тапхăрĕ пуçланчĕ. Ертсе пыраканĕ - ял чиперкки Алена Локтина-Петрова ялти хастар та тăрăшуллă ĕçченсемпе юбилярсене, 2019 çулта çут тĕнчене килнĕ Ярăславăн чи пĕчĕк гражданинне Тав çырăвĕпе парнесем парса хавхалантарчĕ, юрă саламĕсемпе килентерчĕ. 

Çапла, юрă хыççăн юрă юхрĕ Ярăслав ялĕ çийĕн. Сĕм çĕрлеччен янăраса-кĕрлесе тăчĕ Культура çурчĕ таврашĕнчи çеремлĕ лапам. Эпир, уява хутшăнакансем, ăна илемлĕ те асра юлмалла йĕркеленĕшĕн Локтинсен, Петровсен, Красновсен тата ытти маттурсен çемйисене чĕререн тав тăватпăр. 

П.ФОМИН, 
ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, хисеплĕ таврапĕлỹçĕ.



19 июня 2019
15:45
Поделиться