Ачасене - хаваслă кулă, усăллă кану
ИЮНĔН 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун, районта харăсах икĕ ача-пăча площадки уçăлчĕ. Пĕри - Хайпăла ялĕнче, тепри - Шăмăршăри Ленин урамĕнче, Çĕнтерỹ паркĕ çумĕнче. Каламасăрах паллă, çак парнене ачасем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ питĕ хĕпĕртесе йышăнчĕç. Çĕнĕ площадкăсене уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хутшăнчĕ, пепкесене ỹт-пĕве хусканура аталантарма, шкул ачисене çуллахи каникул вăхăтне усăллă канса ирттерме çирĕп сывлăх сунчĕ.
Патшалăх тата общество тĕллевĕ - çамрăк ăру кĕлетке тата кăмăл-сипет енĕпе сывă пултăр тесе тăрăшасси. Палăртма кăмăллă, халĕ пирĕн районта 21 ача-пăча площадки вырнаçтарнă: Шăмăршă ял тăрăхĕнче - 7, Пăчăрлă Пашьел, Пуянкасси, Чукал ял тăрăхĕсенче - виçшер, Палтиелĕнче - 2, Васанта, Кивĕ Чукалта, Анат Чаткасра - 1. Унта ача-пăча валли чуччу (качели), шуса анмалли ту, карусель-вертушка, хăйăр купи пур. Шăмăршăра тин çеç уçăлнă ача-пăча площадкине тунă çĕрте Е. Кузьмин, Д.Краснов, Ф.Борисов, С.Мамонтов пулăшу кỹнĕ. Çапла вĕсем ача-пăча сывлăхлă, хаваслă çитĕнтĕр тесе тăрăшаççĕ.
А.ПАДИАРОВА.