Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав...

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав...

МАЙĂН 25-мĕшĕнче районти шкулсенче пĕлỹ пухнă 199 вĕренекеншĕн, çав шутра вунпĕрмĕшсем - 73, тăххăрмĕшсем - 126, юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулта вĕренекенсемпе педагогсем те çак кун ир-ирех юлашки шăнкăрава халалланă линейкăна пухăнчĕç. Вĕсем кăна мар, выпускниксене шкул пĕтернĕ ятпа саламлама ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, аслă ăру çыннисем пуçтарăннă. Хăнасем те килсе çитнĕ: А.Чамеев - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, район Пухăвĕн депутачĕсем, районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Е.Лаврентьева. 

Юлашки шăнкăрав уявĕ Шăмăршăри вăтам шкула пĕтерекен 42, тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакан 72 çамрăкшăн чи савăнăçлă та хумхануллă кун пулчĕ. Кăçал Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсене çĕклеме Евгений Шерниковпа Юлия Васильева - Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регионти тапхăрĕн призерĕсем - тивĕçнĕ. Выпускниксем хушшинче вĕренỹре, спортра, обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăрнисем пайтах: А.Полковников, А.Чураев, Е.Паймина, А.Петрова, О.Сергеева, В.Цыганов, А.Ефимов, С.Измукова, В.Смирнова... Шкул пĕтерекенсене шкул директорĕ Вера Хорькова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чамеев саламларĕç, малашнехи пурнăçра такăр çул, ăнăçу сунчĕç. Çавăн пекех Александр Васильевич шкул ачисене республика шайĕнчи олимпиадăсене çỹллĕ шайра хатĕрленĕшĕн И.Харитонова тата А.Еремеев учительсене - ЧР Вĕрентỹ министерствин Тав çырăвĕпе, И.Ухваркинана вара - республикăри «Улăп çĕрĕ» краеведени конкурсĕн çĕнтерỹçине - Дипломпа чысларĕ.

Вăтам шкулпа сывпуллашакансене пĕрремĕш вĕрентекенĕ М.Чураева, класс ертỹçи Т.Анисимова, районти ача-пăча спорт шкулĕн директорĕ С.Измуков, ашшĕ-амăшĕ ăшшăн саламларĕç, экзаменсене лайăх тытса çĕршыва кирлĕ çынсем пулма ăнăçу сунчĕç. Выпускниксем те педагогсене 11 çул хушши тарăн пĕлỹ панăшăн, çитĕнỹсем патне хавхалантарса пынăшăн чĕререн тав турĕç.

Юлашки шăнкăрав шăнкăртаттаракансем вара вăтам шкул пĕтерекен А. Полковниковпа пĕрремĕш класра вĕренекен А Мулендеева пулчĕç. Шкулти савăк пурнăç вĕçленнине, яваплă пурнăç тапхăрĕ пуçланнине систерсе янăрарĕ вăл. Шăнкăрав сасси шкулпа сывпуллашакансен асĕнче ĕмĕрлĕхех ырă аса илỹсемпе тăрса юлĕ... 

ВАСАНТИ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан кăçал 6 çамрăк вĕренсе тухать. Вĕсен ячĕпе йĕркеленĕ линейка чуна хумхантарчĕ. Аслă вожатăй С.Якушова уява уçнă хыççăн РФ тата ЧР Гимнĕсем янăрарĕç, çĕршывăмăрăн тата республикăмăрăн ялавĕсем çĕкленчĕç.

Шкул директорĕ 9-мĕшсене патшалăх экзаменĕсене пама ирĕк пуррине çирĕплетнĕ списокпа паллаштарчĕ, малашнехи тĕрĕслевсенче ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн методисчĕ Е.Карсакова пултаруллă ачасене Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Выпускниксене вĕсен пĕрремĕш вĕрентекенĕ Г.Тимофеева, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин, район администрацийĕн экономика пайĕн ертỹçи С.Ильина, ашшĕ-амăшĕ хĕрỹллĕн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

«Паянхи пек янкăр таса тỹпе, мирлĕ пурнăç сунатпăр сире»,- терĕç яш-кĕрĕме уява килнисем.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулпа 9 вунпĕрмĕш класран, 17 - тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансем валли юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Выпускниксене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Яковлев, вăтам шкул директорĕ Ю.Ермолаев ăшшăн саламларĕç, хăйсем суйласа илнĕ профессие алла илсе пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма ăнăçу сунчĕç.

Çак кун вĕренỹре, спортра палăрнисене Хисеп грамотипе чысласси йăла кĕнĕ. Кăçалхи выпускниксем хушшинче те нумаййăн вĕсем. Акă Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ К.Степанов, Д.Денисов, Д.Филиппов, Т.Елисеева. Вĕсем республикăри предмет олимпиадисенче те, спорт ăмăртăвĕсенче те яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ, класс тулашĕнчи ĕçсенче те хастар. К.Степанов Пĕтĕм Раççейри физкультура предмет олимпиадинчен те призер Дипломĕпе таврăнчĕ. Стипендиатсем тата ытти пултаруллă ачасем Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. 

Юлашки шăнкăрав паракансем Кирилл Степанов, Анна Лаврентьева, Софья Азюкова пулчĕç.

Малалла вара - экзаменсем. 11 класс пĕтерекенсем ĕнер пĕрремĕш ЕГЭ - географи, вырăс литератури предмечĕсемпе тытрĕç. Тăххăрмĕшсен патшалăх экзаменĕсем майăн 24-мĕшĕнчех пуçланнă - чăваш чĕлхине суйласа илнисем тĕрĕслев витĕр тухрĕç.

Ĕмĕтсем пурнăçа кĕччĕр тесе выпускниксем кăвак тỹпене шурă хăмпăсем вĕçтерчĕç. Çамрăксене ăнăçу парнелеччĕрех вĕсем! 

Г.ИВАНОВА, 
З.СВЕКЛОВА.



28 мая 2019
13:09
Поделиться