Çамрăк армеецсем тупăшрĕç

Çамрăк армеецсем тупăшрĕç

ИРТНĔ эрнере Шăмăршă çумĕнчи ипподромра шкул ачисен «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисем иртрĕç. Мероприятие район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн пуçлăхĕ Н.Ендиеров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чамеев, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Е.Семенов уçрĕç, çар вăййисене хутшăнакансене ăнăçу сунчĕç.

Кăçал спортпа çар вăййисене пурĕ 14 команда хутшăнчĕ - «Орленокра» - 4, «Зарницăра» - 9. Икĕ кун хушши пынă конкурссенче кашни шкул çивĕч кĕрешрĕ, хăйĕн пĕлĕвĕпе ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕ.

Ăмăрту хыççăн вара пĕтĕмлетỹ туса çĕнтерỹçĕсене палăртрăмăр. Вĕсем - Карапай Шăмăршăри («Зарница» ушкăн) тата Шăмăршăри («Орленок») вăтам шкулта вĕренекенсем. Аслă классем хушшинче çавăн пекех Карапай Шăмăршă тата Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсен ачисем палăрчĕç. «Зарницăра» шăмăршăсен икĕ ушкăнĕ призер пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕ-командăсем июнĕн 19-22-мĕш кунĕсенче район чысне республика шайĕнче хỹтĕлĕç.



21 мая 2019
08:50
Поделиться