Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи ăста педагогсене палăртрăмăр

Чи ăста педагогсене палăртрăмăр

МАРТ уйăхĕнче районта яланхи пекех педагогсен професси ăсталăхĕн конкурсĕсем иртеççĕ. Çак кунсенче вĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр, малти вырăна тухнă педагогика ĕçченĕсене чысларăмăр.

«Çулталăкри учитель» конкурсра кăçал 7 вĕрентекен тупăшрĕ, çĕнтерỹçĕ ята Шăмăршăри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури учителĕ Н.Архипова тивĕçрĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта физика предметне вĕрентекен В.Сарандаева - иккĕмĕш, Анат Чаткасри тĕп шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ Н.Ухтиярова тата Палтиелĕнчи вăтам шкулта ĕçлекен Е.Лаврентьева - виççĕмĕш вырăнта.

«Чи лайăх класс руководителĕ» конкурса 8 вĕрентекен хутшăнчĕ. М.Романова - Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ - чи нумай балл пуçтарса çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. И.Яковлева (Карапай Шăмăршă), Т.Константинова (Палтиел) - призерсем.

Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен воспитательсен конкурсĕ те питĕ интереслĕ иртрĕ. Шăмăршăри «Ромашка» ача садĕнче йĕркеленĕ ăмăртура 8 воспитатель пепкесене воспитани парас ĕçре хăйсен паха опычĕпе пултарулăхне кăтартрĕ. Районти комисси «Çулталăкри воспитатель» ята М.Ефимована (Пуянкасси) пама йышăнчĕ. «Сказка» ача садĕнче тăрăшакан А.Юманова - иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Г.Азизова воспитатель («Ромашка») - виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Çĕнтерỹçĕсем çывăх вăхăтрах республикăра район чысне хỹтĕлĕç. Ăнăçу сунатпăр сире! Професси ăсталăхĕн конкурсне хутшăннă кашни педагога вара тав сăмахĕ калатпăр, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче малашне те ăнăçлă, пултаруллă пуласса шансах тăратпăр.



26 марта 2019
08:59
Поделиться