Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работника культуры

Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Отраслӗн хаклӑ ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Культура обществӑна тачӑрах пӗрлештерме пулӑшать, унӑн ӑс-хакӑл аталанӑвне тата наци хӑй евӗрлӗхне палӑртать.

Сирӗн хастар та тӑрӑшуллӑ ӗҫӗре пула ҫынсем пултарулӑх ырлӑ­хӗпе савӑнма пултараҫҫӗ, илемлӗхе хаклама вӗренеҫҫӗ, Раҫҫей халӑ­хӗсен пуян еткерлӗхӗпе, сайра йышши йӑли-йӗркипе туллин паллашаҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче культурӑна аталантарасси, ӑс-хакӑлпа пур­лӑх пуянлӑхне тивӗҫлипе сыхласа упрасси, пултаруллӑ ҫынсене хавхалантарса тата пулӑшса пырасси тӗп ҫул-йӗрсен шутӗнче. Ҫав тӗл­левсене пурнӑҫламашкӑн культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗпленет, регионта пурӑнакансен культурӑллӑ канӑвне тивӗ­ҫтерме тата вӗсене хӑйсен ӑсталӑхӗпе туллин усӑ курма май паракан ку чухнехи инфратытӑм йӗркеленет, пултарулӑхпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ проектсене укҫа-тенкӗпе грант пулӑшӑвӗ майӗпе тивӗҫтересси вӑй илет. Пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсене вӗрентсе хатӗрлесси, культура ӗҫ­ченӗсен социаллӑ хӳтлӗхне ӳстересси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр.

2019 ҫула Раҫҫейре Театр ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Сцена искусствине халӑх хушшинче анлӑрах сарас тӗллевпе пурнӑҫлама па­лӑртса хунӑ масштаблӑ ӗҫсем Чӑваш Енри театр пурнӑҫне ҫӗнӗ шая ҫӗклеме пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Культурӑпа искусство ӗҫченӗсене професси ӑсталӑхӗшӗн тата юратнӑ ӗҫе парӑннӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Сире ҫирӗп сыв­лӑх, телей, пултарулӑх ӗҫӗнче хавхаланупа ҫитӗнӳсем, интереслӗ ҫӗнӗ проектсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                     Михаил Игнатьев

 

 

 

Уважаемые работники культуры Чувашской Республики!

Дорогие ветераны отрасли!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

Культура объединяет общество, определяет его духовное развитие и национальную самобытность.

Благодаря вашему подвижническому труду люди познают радость творчества, учатся ценить прекрасное, приобщаются к богатому наследию, уникальным традициям и обычаям народов России.

В Чувашской Республике государственным приоритетом является развитие культуры, сбережение духовного и материального достояния, стимулирование и поддержка талантов. Для этого укрепляется материально-техническая база учреждений культуры, формируется современная инфраструктура, обеспечивающая культурный досуг и самореализацию жителей региона, на грантовой основе финансируется реализация новых творческих проектов. Особое внимание уделяется подготовке квалифицированных специалистов, повышению социальной защищенности работников культуры.

2019 год объявлен в России Годом театра. Уверен, что запланированные масштабные мероприятия по популяризации сценического искусства позволят вывести театральную жизнь Чувашии на качественно новый уровень.

От всей души благодарю деятелей культуры и искусства за профессионализм и преданность любимому делу. Желаю вам крепкого здоровья, счастья, творческих успехов и вдохновения, реализации новых интересных проектов!

 

Глава Чувашской Республики                                           Михаил Игнатьев

Официальный портал органов власти Чувашской Республики



25 марта 2019
08:00
Поделиться